Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл васкаса ҫӑлтан шыв ӑсса килчӗ, пӳрт урайне йӗпетсе кусарпа хырса тухрӗ, вара тепӗр хут ҫурӗ.Сбегала к роднику за водой, помыла полы, выскоблила и снова помыла.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Куртӑмӑр ӗнтӗ, чукӑнне ҫурӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Часах Алексей пит-куҫне ҫурӗ те, амӑшӗ пӑтаран ҫакса хунӑ кутамккине салтса, унтан вӗрҫӗнӗ салтак гимнастерки кӑларчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ших-Мамай ун валли парса ячӗ тесе, парнесем нумай тыттарчӗ ӑна, чӗлхепе ҫурӗ, туйра туй пуҫлӑхӗ пуласси ҫинчен систерсе хучӗ.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Селиме урине ҫурӗ.
Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Каҫ еннелле аслати авӑтса, ҫиҫӗм ҫиҫсе ҫурӗ.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Эльгеев аллине супӑньпе ҫурӗ те пӳрнисене спиртпа йӗпетрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Эрнепи васкаса питне ҫурӗ те пӗчӗкҫеҫ чӗреспе ҫырмана шыв ӑсма чупрӗ.
23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Павлуш вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те, килкартине тухса, питне юрпа ҫурӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Победимский васкамасӑр тахҫанччен аллисене супӑньпе ҫурӗ, вара чирлӗ хӗрарӑм патне кӗчӗ.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗшӗ ытти ҫулсенчи пек пуҫланмарӗ кӑҫал: ҫӗрӗпе аслатиллӗ ҫумӑр кӗмсӗртетрӗ, ҫумӑр ҫурӗ, урамсене ҫӳп-ҫапран тасатрӗ, тусанланнӑ кил-ҫуртсене ҫуса тасатрӗ, ӳсентӑрансене витӗр шӑварчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унтан, карттусне ҫӑл валашки ҫине хывса хучӗ те питне ҫурӗ, вара валакран йӑр юхса выртакан шыва ӳпӗнсе ӗҫрӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ӑна вӑл аран-аран йӗркене кӗртрӗ, унтан аллисене ҫурӗ, питне шывпа уҫӑлтарчӗ.С трудом она привела его в порядок, затем вымыла руки и освежила водой лицо.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чарусӑр ҫумӑр сурӗ те ҫурӗ машина чӳречисене хупласа хурас пек.
XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Пӗлет-ҫке-ха ун кӑра кӑмӑлне, арӑмӗ кухньӑран каяс-тӑк, хыҫранах тухать, каллех хваттерте шӑв-шав кӑларса ҫурӗ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Гент юхан шывра кӗпе-йӗм ҫурӗ, ҫӗннине тӑхӑнчӗ, пӑшалне тасатса йӗркене кӗртрӗ.Гент выстирал в ручье смену белья, вычистил и привел в порядок оружие.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Факрегед аллине ҫурӗ, Тиррея питӗрсе илчӗ, коридора тӗплӗн шӑлса тирпейлерӗ те сехетне кӑларчӗ: вӑл иккӗ иртни вун пилӗк минут кӑтартать.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ир еннелле шалкӑм ҫумӑр ҫурӗ, ҫавӑнпа та икӗ тӗм хушшинчи лаптӑк ытти ҫӗртинчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть.К утру разразился проливной дождь, отчего это место меж двух кустов приняло естественный вид.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл тепӗр минут чухлӗ аппаланчӗ те аллисене ҫурӗ, сӗтел хушшине ларчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Тави сӗтел ҫитти шыраса тупрӗ, хыпаланса савӑт-сапа ҫурӗ; карҫинккари хут таткисене, ытти ҫӳп-ҫапа, кухньӑра шыраса тупнӑ кӑмрӑк юлашкине тултарчӗ те тинех камин чӗртсе ячӗ; унтан кофе вӗретрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.