Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӗ (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал та кӑвайт чӗртес умӗн ҫумӑр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

Кӑҫал ҫумӑр вӑйлӑ ҫурӗ, Арман пӗви татса кайрӗ, Вырӑсӗ юхса кайрӗ, Майри ман валли юлчӗ!

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Авӑн уйӑхӗ пулин те, пӗр кунхине лапка-лапка юр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тумхахлӑ хура ҫӗре тикӗслесе кӗҫех шап-шурӑ юр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Август пуҫламӑшӗнче вунӑ куна яхӑн ҫумӑр ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кашкӑрӗ те ӑна шеллесе тӑмӗ, упи те тытса ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Суран айккине таса ӑшӑ шывпа сӑтӑрса ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр шутласа тӑмасӑр, кӳлӗрен пӗр каска шыв ӑсса илчӗ те ӑшне чӳхерӗ, аллипе ҫурӗ, унтан таса мар шыва ҫыран хӗрне чашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑтӑкран вӑл каялла тухрӗ те ҫӳҫе тӗмӗ хушшипе шыв хӗрне анчӗ, кӑштах вараланнӑ аллине кӳлӗри ӑшӑ та тӑрӑ шывпа ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗррехинче, ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче (ҫав кун иртенпех Катя питне ҫурӗ), пирӗн пата вун икӗ ҫухрӑмри ялтан хӑла лаша кӳлнӗ сиктерме тӑрантаспа инке, кукка арӑмӗ, ӗштеленсе килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ун сылтӑм ал лаппипе вара, уйрӑмах ӳт-тирӗ те сӗвӗннӗ пӳрнисемпе (кусене йодпа е спиртпа мар, марганцовкӑпа ҫеҫ «ҫурӗ»), самай тӗрмӗшме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Леш тӑсмакрах питлӗ йӗкӗчӗ халӗ чи-х-х-х! сунасласа илчӗ те ҫак арҫынна хирӗҫ ыткӑнчӗ, ун умне ҫитсе ӳксен, чӑр-чӑр ҫуллӑ куҫӗпе кун куҫне ҫуллакаласа, пӗрре йытӑ хӳри пек кукӑрланса, тепре сакӑр ҫӗртен йыт пырши пек авкаланса, чунне тавӑрсах, сӗлекеленсех чӗлхипе тем ҫурӗ, ҫурӗ, вара умра арҫыннӑн ҫулне уҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Апат тени таса пултӑр», — тетчӗ Марине амӑшӗ, — хӗрача аллине ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Марине чӗкӗнтӗр ҫулҫине ҫурӗ, ывӑс ҫинче турарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫӗрулмине кӗпе валашкинче, кӗвентепе кивсе ҫурӗ, ҫырма хӗрринчех шуратрӗ, турарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Марине ҫырма шывӗпе питне ҫурӗ, каҫма ҫинче урисене чӑмпӑлтаттарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Вӑл, хӑй тӗллӗн тем ҫинчен шухӑшланӑ май, пӗчӗкҫӗ таза шыв ячӗ те чӑлхисене ҫурӗ, вара вӗсене типме тесе халӗ те сивӗнме ӗлкӗреймен сӑмавар ҫине ҫакса хучӗ.

Она налила воды в тазик, думая о чем-то своем, постирала носки и положила их сушить на еще горячий самовар.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ывӑлӗ, ҫисе тӑрансан, аллине ҫурӗ те сак ҫине выртрӗ.

И когда она убедилась, что сын поел, помылся и прилег на лавку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йывӑҫ-курӑк кӑҫал та, миллионшар ҫул ӗлӗкхи пекех, ҫеҫке ҫурӗ, ешерӗ, ҫимӗҫ кӳрекенни ҫимӗҫ кӳрӗ, вара майӗпен ешӗл тумне хывӗ, ҫаралса юлӗ, сарӑхӗ, шанӗ е вуҫех вилӗ, анчах ҫитес ҫуркунне вилӗмсӗр ҫутҫанталӑк каллех ҫӗнӗ сӗткенпе вӑй илсе чӗрӗлӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Макар хуллен хывӑнчӗ, алӑ ҫурӗ, сӗтел хушшине Сахрун мучипе юнашар кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех