Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ еплерех пулмалла хальхи вӑхӑтра чӑн-чӑн ҫыннӑн, — тесе хайхискер яшт! тӳрленчӗ, хырӑмне ҫурӑмӗ ҫумнерех тартса кӑкӑрне каҫӑртрӗ:
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ҫурӑмӗ хыҫнелле вӑрӑм ҫивӗт усӑннӑ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Шухӑша путнӑ арҫын вӑрмантан тухнӑ тилӗ кӗр калчи пуссинчи шӑши шӑтӑкӗсене шӑршла-шӑршла ҫурӑмӗ хыҫнех ҫывхарнине те сисмерӗ…
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫурӑмӗ хӑйӗн пекех сарлака.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Савантер хӑйне питӗнчен, куҫӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗнекен ял ҫыннине аранах ҫурӑмӗ ҫинчен сирсе пӑрахрӗ.
Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Лӗнчӗрех кайнӑ этем ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса ӳкрӗ…
Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫут шлепки тӑрринче шурӑ ут хӳринчен Ҫилхе пек варкӑшать хӗлӗхлӗ мӑйрака, Ҫут кӗпҫеллӗ пӑшал ҫурӑмӗ хыҫӗнче…
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Эпӗ ҫын ҫурӑмӗ хыҫӗнче пытанса пурӑнма вӗренмен.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
— Акӑ пуҫӗ, акӑ ҫурӑмӗ хӳри патне анать.
А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Иккӗмӗш черкке хыҫҫӑн лӑпӑ-лапӑ ҫыхнӑ кантӑр ҫурӑмӗ пекех саланса, сӳтӗлсе кайрӗҫ ҫаксем: пӗр-пӗрне пӳлсех янрашкалаҫҫӗ, ихӗреҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, киревсӗр, алапаш сӑмахсемпе те «тимӗр-тӑмӑр шаккаҫҫӗ, питлӗх ҫапкалаҫҫӗ».
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
— Сӗтел хушшинчен урӑм-сурӑм тухрӗ те, арена ҫинчи сӗкме хатӗр каррида вӑкӑрӗ пек «урса кайса», сӑмсине шӑхӑрттарса сывласа, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне хӗреслесе тытрӗ, пӳлӗмре шевро аттине чӑрик-чӑрик чӗриклеттерсе, нӑтӑр-нӑтӑр нӑтӑртаттарса, калла-малла виҫӗ хут та ҫурӑ хутларӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Куҫҫульне пиншак ҫаннипе вӑрӑммӑн шӑлса илчӗ те сылтӑм аллине ҫурӑмӗ хыҫнелле ывӑтса ячӗ:
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ҫурӑмӗ ҫинче — самаях мӑнттай кутамкка.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Ҫакна курсан, ҫурӑмӗ ҫинчи шӑртне йӗплентерсе ҫӗклентернӗ анчӑк, хӑрлата-хӑрлата, пуҫне пӗксе, выртакан парӑннӑ чӗрчуна тӗкӗнме юраманнине пӗлнӗ пек, «пӑшт-пӑшт пӑтӑланса», ҫиллине шӑнаркаласа, ман пата таврӑнчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӗн калӑн, ку хутӗнче те иккӗмӗш Пурисӗ пӗрремӗшне ҫурӑмӗ ҫинех ҫавӑрса ҫӗре кӑрӑс! кӑрӑслаттарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис чӗри сӑвай ҫапнӑ пек тӳнкки-тӳнкки тунине итлесе пӗр авӑк ҫурӑмӗ ҫине ипсӗр выртсах канса илчӗ, унтан каллех тӑрса ларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр черетлӗ миххе ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ те, малалла ӳпӗнсе, пашлата-пашлата, кӗхле-кӗхле, ураран ӳкмеллех вӑйран кайнӑ пек «спектакль выляса», машинӑсем патнелле кӗрмекленчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑркаларӗ вӑл ҫапла нимле мар апла кӑмӑлпа, палӑри-палӑрми сывласа, тутисем тем каласшӑн пулса мӑкӑль-мӑкӑль тукаларӗҫ, вара пакетне ҫурӑмӗ хыҫне веле-селе уртса ячӗ те лӳпперрӗн, сӳнӗкленнӗ, чӗнленсе ларнӑ ҫӗр улми пек кӑмӑлпах, сӑнӗ-пичӗпе машинине хупласа илнӗ ҫӑрӑлчӑк пек хуралса, киле май лаштӑртаттарчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр зажигалкипе чалтӑрт! хӗлхем кӑларса ҫывӑхри тавралӑха ҫутатса илчӗ, унтан йывӑррӑн, мекеҫлене-мекеҫлене, ури ҫине тӑчӗ, рюкзакне ҫурӑмӗ ҫине меллӗн вырнаҫӑнмалла тӳрлетрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.