Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫунтармасӑр (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хаҫатра ҫунтармасӑр Анфиса Ксенофонтовнӑпа Глафира йӗркене кӗрес ҫук — фельетонах ҫырмалла вӗсем ҫинчен, фельетонах! — телефон трубкине ян! та ян! янратрӗ Елен.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Юлашкинчен вӑл хӑйӗн полкне засадӑна илсе кайрӗ, вара полк козаксем ҫунтармасӑр хӑварнӑ вӑрмана кӗрсе курӑнми пулчӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
27. Кам та пулин, хӗвне кӑвар чиксе, кӗпине ҫунтармасӑр юлма пултарӗ-и?27. Может ли кто взять себе огонь в пазуху, чтобы не прогорело платье его?
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа чури Моисей хушса хӑварнӑ пек, ҫав патшасене тата вӗсен мӗнпур хулине ярса илсессӗн, Иисус вӗсене пурне те хӗҫ айне тунӑ, пӗтмелле тупаланӑ; 13. анчах сӑрт тӳпемӗсенчи хуласене Израиль ывӑлӗсем ҫунтармасӑр хӑварнӑ, Иисус пӗр Асор хулине ҫеҫ ҫунтарса янӑ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Аарона каланӑ: Эпӗ сана Мана парне кӳнине сӑнаса тӑма хушатӑп; Израиль ывӑлӗсем кӳрекен пур парнерен те Эпӗ сана, санӑн ывӑлусене священник ӗҫӗшӗн ӗмӗрлӗхе пай панӑ; 9. ҫунтармасӑр хӑваракан аслӑ сӑваплӑ парнесенчен сана акӑ ҫакӑ пултӑр: Мана кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, ҫылӑхшӑн кӳрекен кирек хӑш парне те, кирек хӑш ӳкӗнӗҫ парни те; сана, санӑн ывӑлусене аслӑ сӑваплӑ парне ку.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1