Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуннине (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та Лида эп мӗнле ҫуннине нимӗн те пӗлмест…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тавралӑха ҫӗрлехи чатӑр картланӑ пулин те, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка тӑхӑннӑ салтак тӑван ялӗ ҫывӑхӗнче мӗн пулса иртнине витӗрех курать пек, паянхи каҫ кам ырӑ, кам усал ӗҫ тӑвать — ҫавна сисет пек, камӑн чунӗ мӗншӗн ҫуннине, кама мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлет пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑл ӑш-чик ҫуннине пусарас тесе юр ывӑҫла-ывӑҫла хыпать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Савантер тӑна кӗрсессӗн чи малтан хӑй йӗри-тавра пӗтӗм ял ҫуннине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗҫех вӑл умра, ҫур тӗнченех ҫавӑрса илнӗ, куҫ виҫейми тинӗс евӗр вут янкӑртса, хура тӗтӗмпе явӑнакан урӑм-сурӑм ҫулӑмӗсене пӗлӗтелле ывӑтса ҫуннине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк мӗнле хыпаланса, пилӗк таран пулнӑ ыраш пуссипе выртакан сукмак тӑрӑх малалла чӗререн ӑнтӑлса утнине курсан, ку каччӑ тӑван вырӑнсене тунсӑхланине, ачаран чӗрене ҫывӑх та хаклӑ тавралӑха хӑвӑртрах курасшӑн ҫуннине чухлама пулать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑшӗ ҫуннине мӗнле пусармаллине пӗлмен хӗрача икӗ чӳрече хушшине вырнаҫнӑ мӑн тӗкӗр умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ хӗр чӗринче мӗнле туйӑм ҫуннине сиссен те сисмӗш пултӑм.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Платун ҫӗр ӗҫӗпе Энӗшкассин уполномоченнӑйӗ пуласшӑн ҫуннине тахҫанах пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑватлӑ сӑра ӑшчик хыпса ҫуннине лӑплантарчӗ, ҫурӑлса тухас пек ыратакан пуҫне те сиплерӗ, шӑмми-шакки ҫеҫ ҫаплах ыратма чарӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑмми-шакки тӳсмелле мар ыратнине, ӑшчикӗ вут ҫинчи пек ҫуннине туйса: «Ытлашширех сыпнӑ пулмалла, халех мухмӑра уҫас пулать», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ хамӑн чӗре ҫуннине ҫеҫ каласа парасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах та вӑл ҫак вӑхӑтра хӳме ҫурӑкӗнчен Анюк сӑнаса тӑнине те, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн чун-чӗри мӗнле хыпса ҫуннине те пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем тылри халӑх хӑйсемшӗн пӗр ҫирӗп чӑмӑра пӗрлешнине, хӑйсемшӗн ҫуннине аван туяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Пӗррехинче, вӑрман ҫуннине пӑхма кайсан, Сарье пирки, ӑна кама качча парасси пирки те сӑмах хускатнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсӗ хан пулсан та нимӗн те пӗлместӗн ак, ху патша иккенне те, аннӳ саншӑн мӗнле ҫуннине те нимӗн те туймастӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук, пӗлмерӗ, сисмерӗ ун чухне хӗрача сцена ҫинчех хӑйне каччӑ сӑнанине, курмарӗ ҫӗмӗрт куҫӗсем ҫуннине.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Туятӑп эпӗ кама пула мӑкаҫей ҫуннине, анчах шарлас мар.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑнлансам чун ҫуннине.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр куҫлӑ сар пике // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 7 с.

Микулайпа Укка пӗр-пӗрин патнелле ӑнтӑлнине сиссен (сисӗмлӗ ҫын ӑна сисмесӗр, куҫ пурри — курмасӑр тӑма пултарайман), икӗ ҫамрӑк пӗр-пӗриншӗн хыпса ҫуннине асӑрхасан Микулай ытлашши ӑслах маррине туйса илӗ те Укка — унран сивӗнӗ тенӗ Михапар.

Когда Михабар заметил (а не заметить этого, имея глаза и разум, было невозможно), что Мигулай и Укка неравнодушны друг к другу, он не стал этого выказывать, надеясь, что Укка сама поймет, что Мигулай не очень-то умный человек, и охладеет к нему.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех