Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулӗсенче (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче ытла нумай шар курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Шкул ҫулӗсенче илнӗ пӗлӳ, ачаран ӗҫе хӑнӑхса ӳсни вӗсене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Хальхи ачасем пек, хӑйӗн ҫамрӑк ҫулӗсенче ҫакӑн пек институтран лайӑх вӗренсе тухса журналист пуласса тата Хӗрлӗ Ҫар ретне юрӑхлӑ пуласса ӗмӗтленме те, шанма та пултарайман Васҫук.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Манпа тантӑшсем хӑҫан ҫуралнине ӗнентерекен хутсем революци ҫулӗсенче Пӑрӑнтӑк вулӑс, кантурӗпе пӗрле кӗл пулса ҫилпе вӗҫсе кайнӑ…»

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хӗр шутне Севет инке вӑрҫӑ ҫулӗсенче кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна ман асаттене Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче паттӑр ӗҫ тунӑшӑн Реввоенсовет парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мана хӑвӑнпа ан танлаштар, ывӑлӑм: эп вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӳссе ҫитӗннӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Анне ӑна, Катя маншӑн вӑрҫӑ ҫулӗсенче чи ҫывӑх та шанчӑклӑ тусчӗ, тесе, хамӑрӑн чие пахчинчех шӑтӑк алтса пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ун пек чух чухлаттӑмӑр: Катя кӗҫӗр кил-ҫурт таврашӗнчен йӗке хӳресене юнлӑ кӗрешӳре хӳтернӗ (кашкӑрсем ҫеҫ мар, йӗке хӳресем те йышланса кайнӑччӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче), анчах тӑшманӗсем хӑйне те самаях тивертнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Кунта, Шупашкарти Республика лапамӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче, «Демократилле альтернатива» парти членӗсемпе вӗсен майлисем митинг ирттереҫҫӗ иккен (кун йышши шӑв-шавлӑ пухусене иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Раҫҫейри пур халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласемпе поселоксенче, саласенче те курма-илтме пулатчӗ).

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Атту вӗренӳ ҫулӗсенче ҫав йӑлттӑм-ялттӑм каччӑ путлӗ сочиненисемех ҫырни пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче унта офицерсем те пурӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Паллах, ку тӗлелле, ҫиррӗмӗш ӗмӗрӗн 50-60 ҫулӗсенче, Совет Союзӗнче 30-мӗш ҫулсенче ҫӗкленнӗ пӗтӗм тӗн тӗнчине кисретекен, ишӗлтерекен-аркатакан урма-сурма «ҫил-тӑвӑл» самаях лӑшланнӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗмӗшле халӑхӑн, уйрӑмах ҫитӗнсе пыракан ҫӗнӗ ӑрусен сӗмне, чун-чӗмне «тӗн вӑл халӑх ӑстӑнне минретекен сӗрӗм» текен ӑнлава тати-сыпписӗр сӑрхӑнтарас, унта цементлесе хытарас хавха халӗ те иксӗлмерӗ, сӳнмерӗ: Турра хирӗҫле пропаганда урӑх, ҫӗнӗ япаласемпе, витӗмлӗрех меслетсемпе ҫак ӗҫе «чӗрӗ сывлӑш вӗрсех тӑчӗ», «карласа ҫунакан кӑвайтах ҫавӑрчӗ»…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре, ун пурнӑҫӗн хӗсӗклӗхӗсене шута илсе, вӗренӳ ҫулӗсенче пурӑнма вырӑн общежитире уйӑрса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ, вичкӗн ҫутӑ хӑмӑр куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, ӗнтӗ темиҫе ҫул хӗн курса пурӑнать: вӑрҫӑ ҫулӗсенче Етӗрне таврашӗнче шартлама сивӗре окоп чавнӑ чух витӗрех шӑнса ӳпкене лартнӑскер, халӗ, самаях йӑмшакланнӑскер, вырӑнпах выртать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенче С. Шляху салтак пулса ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче те рет тӑватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

Революци ҫулӗсенче эпир иксӗмӗр те пӗр евӗрлӗ шухӑшлӑ сӑвӑсем ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тен, вӗсен ҫулӗсенче хамӑр та ҫаплах пулнӑ пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл вӑхӑтра, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, касса сайралатнӑ вӑрмансен айне те, ҫӗрне чӗрсе ҫемҫетсен, йӗкелсем акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех