Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑкри (тĕпĕ: ҫулталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2013 ҫул хушшинче ҫулталӑкри вӑтам халӑх йышӗ 0,5 % чакнӑ, 9,2 пин ҫынпа танлашнӑ.

За 2013 год среднегодовая численность населения уменьшилась на 0,5 % и составила 9,2 тыс.человек.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

2017 ҫулта университетӑн ҫулталӑкри бюджечӗ 810 млн европа танлашнӑ.

Годовой бюджет университета в 2017 году составил 810 млн евро.

Утрехт университечӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A3%D1%82%D ... 1%87%D3%97

Ҫак пысӑк мероприятире ҫулталӑкри ӗҫ итогӗсене йӗркелеҫҫӗ, ҫавӑн пекех пуласлӑха тӗллевӗсем лартаҫҫӗ.

Традиционно на этом большом и важном мероприятии подводятся итоги работы за год, а также ставятся задачи на будущее.

Хӑйӑрлӑ анимаципе игротерапи ҫынсене уйрӑмах интереслентернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... rn-3643106

- Ҫак пысӑк та мӑнаҫлӑ мероприятире яланхи йӑлапа ҫулталӑкри ӗҫсене пӗтӗмлететпӗр, ҫавӑн пекех малашлӑх тӗллевӗсене лартатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104

Халӑхӑн ҫулталӑкри ӳсӗмӗ — 0,56 % (ҫӗршывран тухса каякансен эмиграцин шайӗ пысӑк).

Годовой прирост населения — 0,56 % (высокий уровень эмиграции из страны).

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Ҫулталӑкри вӑтам температура 18 °C.

Среднегодовая температура около 18 °C.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Дурбанра, сӑмахран ҫулталӑкри вӑтам нӳрӗк виҫи 1009 мм; кӑнтӑрлахи максимумсем кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗччен 28°С ҫитеҫҫӗ, минимумсем 21°С; ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен максимумсем 23°С таран ҫитеҫҫӗ, минимумсем 11°C ҫити ӳкеҫҫӗ.

Так, в Дурбане среднегодовое количество осадков составляет 1009 мм; дневные максимумы достигают с января по март 28°С, минимумы 21°С; с июня по август максимумы достигают 23°С, а минимумы падают до 11°С.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Ҫулталӑкри ӗҫ кӑтартӑвӗпе ӑна яланах Хисеп хӑми ҫине кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Яла ҫулталӑкри ачипе Хусантан килчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен вӗрентӳ организацийӗсене паракан пурлӑхӑн ҫулталӑкри виҫи 50 миллион тенкӗрен иртмелле мар.

Куҫарса пулӑш

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Ҫулталӑкри пӗр вӑхӑта хӗл каҫма урӑх вырӑна кайсан та, вӗсем чӗпӗ кӑларма тӑван тӑрӑха таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кӑштахран Пантее такам: «Паянхи савӑнӑҫ пӗр санӑн ҫеҫ мар, арӑмун та, ҫулталӑкри Света хӗрӳн те. Васкамалла санӑн, хӑвӑртрах киле ҫитмелле», — тесе каланӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Отельсене йышӑнассин ҫулталӑкри вӑтам кӑтартӑвӗ 2008 ҫулта 60,3% танлашнӑ, чи пыҫӑк кӑтартӑва пуш уйӑхӗпе ака уйӑхӗ кӑтартнӑ пулнӑ, ун чухне ҫак кӑтарту 70% таран ҫитнӗ.

Средняя годовая занятость отелей составила 60,3 % в 2008 году, достигнув максимума в марте и апреле, когда он достигал 70 %.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫулталӑкри чи сивӗ уйӑх — кӑрлач уйӑхӗ (13-20°С), чи ӑшши — авӑн уйӑхӗ (18-26°С).

Самый холодный месяц года — январь (13-20 °C), самый тёплый — сентябрь (18-26 °C).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Туй вӑхӑтӗнче, чӑвашсен вӑл эрнипех пырать, пысӑк тӳшек ҫине Ваҫилен хаваслӑ тусӗсем ҫулталӑкри ачана хураҫҫӗ, хӗрарӑмсем юрла-юрла ачана кимӗ ҫинчи пек ярӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулталӑкри чи кӗске каҫ хыҫҫӑн, июнӗн 22-мӗшӗнче, кӑнтӑрла ҫитеспе ҫак хӑрушӑ хыпара районтан ял Совечӗн председателӗ Максим Малышкин, халӑхра ӑна Малюҫ теҫҫӗ, илсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ку вӑхӑт пушӑ хирте пурӑнакансемшӗн ҫулталӑкри чи йывӑр вӑхӑт.

Самое трудное для жителей пустыни время года.

Туркмен аулӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ку ҫулталӑкри чи илемлӗ вӑхӑт.

Это самое красивое время года.

Кӗрхи бал пурне те килӗшнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... hn-3494452

Тӗслех, Мускав ҫывӑхӗнче ҫулталӑкри тӗрлӗ вӑхӑтсенче пӗрмай пулакан ҫанталӑка пӑхса тухар.

Для примера рассмотрим, какая погода является обычной для разных времен года под Москвой.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах ҫанталӑка нумайччен сӑнаса пурӑнсан, акӑ мӗн курма пулать: ҫулталӑкри кашни вӑхӑтӑн хӑйне уйрӑм ҫанталӑк пур, яланах пӗр майлӑ пулса пыракан ҫанталӑк пур.

Но если продолжительное время вести наблюдения над погодой, то можно заметить, что каждое время года имеет свою погоду, погоду обычную, погоду, которая чаще всего повторяется.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех