Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитерчӗҫ (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай пулмасть Шӗшлӗ валли пиччепе пӗрле вӑрман касма кайнӑ ҫынсем яла килчӗҫ, вӗсем пире усал хыпар ҫитерчӗҫ: пичче шыва кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эсӗ ан ҫиллен те, мана вӑл япаласем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ.

Ты не сердись, мне эти вещи надоели.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кӳрентерме кӑна мар, йӑлт пусмӑрласа ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем кунта ӗлӗк алтнӑ шӑтӑксене тасатса ҫитерчӗҫ, ҫӗнӗрен те чылай шӑтӑк алтрӗҫ, пӗве ҫине темиҫе ҫӗр кӗреҫепе ӑмӑртмалла тӑпра ывӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитерчӗҫ ҫав.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑк хыҫӗнче, тӗттӗмре ларакан Ятман паҫӑрах сисрӗ ӗнтӗ, вӑл килнӗ хыпар, хӑлхаран хӑлхана куҫса, пӗтӗм зала сарӑлчӗ, ӑна пуху председателӗ патне те ҫитерчӗҫ, лешӗ вара Ятмана тӗпелелле иртме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫул кӑтартма укӑлча патне илсе ҫитерчӗҫ пулӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав хушӑра Хусантан тепӗр хыпар илсе ҫитерчӗҫ: Сафа-Гирей вырӑс элчине вӗлерме хушнӑ, Нухайран пысӑк ҫар чӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун вырӑнне вӗсем ыттисем туман ырӑ ӗҫе тума ӑс ҫитерчӗҫ — вырӑс ратникӗсене пурин ячӗпе те чӗререн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет ҫыннисем вӑрланӑ пилӗк лашана тул ҫутӑличчен Криуша ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чалӑм патӗнчен лайӑх хыпар илсе ҫитерчӗҫ: чӑвашсемпе ҫармӑссен Тукай мӑрса ертсе пыракан пысӑк отрячӗ вырӑссене кӗтсе йӑлӑхнӑ та Булат Ширин хушнипе Хусаналла анса кайнӑ, кунта вырӑссене сыхлама пӗчӗк отряд ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах юлташӗсем ӑна пӑрахмарӗҫ, утпа ҫӳреме вӗренеймен пӗчӗк ачана илсе килнӗ пек, хӑйсен умне лартса тата ӳкесрен пилӗкрен тытса черетпе Хыркасси улӑхне илсе ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Крепоҫе кӗрсен Ахтупайпа Иливана ытти вырӑс дружинникӗсемпе пӗрле умран юличчен апат ҫитерчӗҫ, унтан выртса канма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Иливан дружинниксене, килнӗ чухнехи пекех, пахчапа та хуралтӑсем хушшипе вӑрмана илсе ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ лавҫӑсем Ивановкӑна илсе ҫитерчӗҫ ҫапах.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашки пайне, ҫӗкленерех выляс вырӑнне, сӳрӗккӗн кӑна вӗҫне ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тарӑхтарса ҫитерчӗҫ!..

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашки кунсенче вӗсем пире йӑлтах аптратса ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Чӑх яшки ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мана ҫитерчӗҫ паян ирех…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех