Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурне те хатӗрлесе ҫитерсессӗн, эпӗ сана чӗнме килӗп.
«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Пурне те хатӗрлесе ҫитерсессӗн, Бомбей портне карапсем кӑкармалли вырӑна совет теплохочӗ «Ставрополь» пырса тӑчӗ.
Карап ҫине тиени // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
8. Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулсассӑн та, пӑхӑнса тӑма асап курса вӗреннӗ, 9. ҫапла Хӑйӗн тӗллевне пӗтӗмпе туса ҫитерсессӗн, Вӑл Хӑйне пӑхӑнакансене пурне те ӗмӗрлӗхе ҫӑлӑнмалла тӑвакан пулнӑ.
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакна пурне те йӗркелесе ҫитерсессӗн, вӗсем, ӳлӗмрен кунашкал инкеке лекмелле ан пултӑрччӗ тесе, Ҫӳлхуҫана ҫӗре ӳксе тархасланӑ; эхер те ҫылӑха кӗрес пулсассӑн та, Вӑл пире Турра хурлакан суя тӗнлӗ халӑхсен хаяр аллине памасӑр хӗрхенсе хаса патӑрччӗ, тенӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пире вут-ҫулӑм тупӑнманни ҫинчен, пусӑра ҫӑра шыв анчах тӑни ҫинчен пӗлтерсессӗн, 21. Неемия вӗсене ҫав шыва ӑсса килме хушнӑ; кайран, парнесем хатӗрлесе ҫитерсессӗн, Неемия священниксене ҫав шывпа парнесем айӗнчи вутта тата ун ҫине мӗн хунине сирпӗтсе тухма хушнӑ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене хӑйсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсен ӳтне ҫимелле тӑвӑп; вӗсене тӑшманӗсем тата вӗсен чунне шыракансем хӗстерсе ҫитерсессӗн, хупӑрласа илнӗ вырӑнта кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин ӳтне ҫийӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл израильсене пурне те пуҫтарнӑ та Иордан урлӑ каҫса вӗсем патне ҫитнӗ, вӗсене хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давида ҫакӑн ҫынчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл вӗсене хирӗҫ ҫын янӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсене питех те чыссӑрлатнӑ пулнӑ; патша вӗсене ҫапла калама хушнӑ: сухалӑр ӳссе ҫитиччен Иерихонра пулӑр, кайран тин таврӑнӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменне туса лартсассӑн, мӗн тума ӗмӗтленнине пӗтӗмпех туса ҫитерсессӗн Соломона, 2. Гаваонра курӑннӑ пек, иккӗмӗш хут Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл израильсене пурне те пуҫтарнӑ та Иордан урлӑ каҫса Елам патне ҫитнӗ.17. Когда донесли об этом Давиду, то он собрал всех Израильтян, и перешел Иордан и пришел к Еламу.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл вӗсене хирӗҫ ҫын янӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсене питех те чыссӑрлатнӑ пулнӑ.5. Когда донесли об этом Давиду, то он послал к ним навстречу, так как они были очень обесчещены.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Давид патша патне «Турӑ саккунӗн арчишӗн Аведдара тата унӑн мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пилленӗ» тесе хыпар ҫитерсессӗн, Давид кайнӑ та Турӑ саккунӗн арчине Аведдар ҫуртӗнчен Давид хулине чаплӑн куҫарса килнӗ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӳлхуҫа манӑн хуҫамӑм ҫинчен мӗн ырӑ каланине йӑлтах туса ҫитерсессӗн, сана Израиль ҫулпуҫне лартсассӑн, 31. санӑн ҫакӑнта ахалех юн тӑкнӑшӑн, хӑвна тавӑруран тытса чарманшӑн пӑшӑрханмалла, ӳкӗнмелле пулмӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑй илсе ҫитерсессӗн, Израиль ханаансене хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, анчах хӑвалама хӑваласа яман вӗсене.28. Когда Израиль пришел в силу, тогда сделал он Хананеев данниками, но изгнать не изгнал их.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Вара хӑвна тӑшману хупӑрласа илсессӗн, тӑшману хӗссе-хӗсӗрлесе ҫитерсессӗн, хӑвӑн варӑнтан ҫуралнине — Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ывӑлусемпе хӗрӳсен ӳтне — ҫиме тытӑнӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сирӗн хушшӑрта хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан килӳ-ҫуртунта хӑшӗнче те пулин Ҫӳлхуҫа халалне пӑсса Унӑн умӗнче усал ӗҫ тунӑ арҫын е хӗрарӑм тупӑнсассӑн, 3. вӑл, эпӗ хушманнине пӑхмасӑр, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайса вӗсене е хӗвеле, е уйӑха, е ҫӳлти пӗтӗм ҫара пуҫҫапма, вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнсассӑн, 4. кун ҫинчен сана хыпар ҫитерсессӗн, эсӗ ҫавна илтсессӗн лайӑх тӗпчесе шыраса туп ӑна; ҫакӑ чӑнахах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫав ирсӗрлӗхе Израиль хушшинче тунӑ пулсассӑн, 5. ҫав усал ӗҫе тунӑ арҫынна е хӗрарӑма хӑвӑн хапху патне илсе тух та чулпа персе вӗлер.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сӑваплӑ вырӑна, пуху чатӑрне тата парне вырӑнне тасатас йӗркене туса ҫитерсессӗн [тата священниксене тасатсассӑн], вӑл чӗрӗ качака таки илсе пырӗ, 21. Аарон хӑйӗн икӗ аллине чӗрӗ качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ун тӗлӗнче Израиль ывӑлӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне, вӗсен мӗнпур усал ӗҫне, вӗсен мӗнпур ҫылӑхне каласа асӑнӗ, ҫавсене качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ӑна ятарласа чӗнтернӗ ҫынпа пушхире кӑларса ярӗ: 22. качака таки вара вӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫинче ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ; ҫав ҫынни качака такине пушхире ярса хӑварӗ.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1