Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитереҫҫӗ (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗмпе пухӑннӑ 1700 тонна сӗте Семеновсем хӑвӑртах Элӗке ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Сарри ҫыннисене курсан вучах йӗри-тавра ахлатса выртакан пӑлхавҫӑсем савӑнса кайрӗҫ: кусем, юри килнӗскерсем, пӑрахса хӑвармаҫҫӗ ӗнтӗ, пурне те Мӗша хӗрринчи яла илсе ҫитереҫҫӗ терӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каламалла, пӑру-ӗнесене кунта хӑйсен уй-хирӗнче ҫитӗнтернӗ экологи тӗлӗшӗнчен таса пата кӑна ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем кӑтартуллӑ ӗҫлени килӗшнӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11432-v- ... ni-kil-shn

— Унтах апат ҫитереҫҫӗ вӗсене, сывӑраххисене килӗсене ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр ҫӗрте ыйтрӗҫ, тепӗр ҫӗрте ыйтрӗҫ вӗсем тыткӑнран килнисене ӑҫта апат ҫитереҫҫӗ тесе, юлашкинчен, йӗр ҫине ӳксе тыткӑнран таврӑнакансене йышӑнакан, вӗсене тӗрлӗ ҫӗрелле ӑсатса тӑракан ҫурт патне пырса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни кун пулӑ шӳрпи ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта тӑраничченех ҫитереҫҫӗ ак.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан арӑмӗ хӗрарӑм тарҫӑсемпе хапхаран тухтӑр ҫеҫ, ҫынсем ӑна аякранах пуҫ таяҫҫӗ, дервишсем пӗр-икӗ сӑмах хушма хӑюлӑх ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе амӑшӗ вара чӗпписене мӗнле ҫитермеллине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ: пӗр-пӗр пулӑ тытсан, пуллине пӗр чӗппине ҫаплипе памаҫҫӗ, пӗчӗккӗн, кашни чӗппине пӗр тан ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Ячӗпе ҫеҫ вӑл Филипп Петровичӑн шутланать, пӑхма пурте хавас; апат юлашкине те, ҫӑкӑр татӑкӗсене те ӑнах ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

«Формӑсемпе тивӗҫтернӗ, хӗҫпӑшал ҫителӗклӗ, апат лайӑх ҫитереҫҫӗ», - пӗлтерчӗҫ ентешсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Сивӗ шывпа ҫӑнӑха Пӑтратаҫҫӗ те кӑштах, Ҫитереҫҫӗ антарса Хупран тунӑ чашӑкпа.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Утласа, чӑваш пулнӑшӑн ҫупкӑ ҫитереҫҫӗ, вырӑс тӗнне йышӑнманшӑн хӗсеҫҫӗ.

Бьют за то, что чуваш. Бьют за то, что не принял православную веру…

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шухӑшла-ха эсӗ: куҫлӑ-пуҫлӑ, алӑллӑ-ураллӑ ҫынна хӑйӗнчен хӑй йӗрӗнекен туса ҫитереҫҫӗ!

Ну сам посуди: здорового мужика, с руками-ногами, с хорошей головой довели до того, что он сам себе стал противен!

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑҫал 2452 тонна сенаж хатӗрленӗ, ҫак паха апатӑн пӗр шӑтӑкне уҫнӑ, ӑна выльӑхсене ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Юмахри пек, каланӑ хыҫҫӑн нумай та иртмест, ҫуне, ҫӑмартине, чӑкӑтне Чӑлах Эрнюк хапхи умне илсе ҫитереҫҫӗ.

Не проходит и нескольких минуг, как требуемое, словно в сказке, оказывается уже у дома Эрнюка.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑкар, йӳҫӗтсе хунӑ пӑтратни, йӗкел, ҫӗр улми, вӑрман улми ҫитереҫҫӗ.

Хлеб, кислая болтушка, желуди, картошка, отруби — все идет на откорм.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кунта апат ҫитереҫҫӗ, сӑра ӗҫеҫҫӗ…

Здесь угощаются, пьют.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑнтӑрлаччен чӳк япалисене пуҫтарса ҫитереҫҫӗ.

До обеда собрали все необходимое для чюка.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйма ҫитереҫҫӗ мана, хӑстарма хӑтланаҫҫӗ.

Сметаной меня кормят, чтобы вырвало.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех