Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир ҫакна лайӑх пӗлсе тӑратпӑр: коммунизмла пурнӑҫ туса ҫитерме пирӗн ҫӗршыв пуянлӑхӗ ҫителӗклӗ, ҫав пуянлӑха алла илсе ҫулсерен хушса пыма пирӗн ҫынсен ӑс-тӑнӗ, вӑйӗ-халӗ ҫителӗклӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Кӑҫаллӑха тырӑ ҫителӗклӗ унӑн, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ.
6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫак тӑнлӑ та асӑрханса ӗҫлекен халӑха хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫарса яма шухӑшличчен, вӗсем патне хӑйсен ҫыннисене хамӑр пата ҫителӗклӗ таран ярса пама ыр кӑмӑллӑн ҫырупа ыйтса ярсан та ҫителӗклӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен вӗсем, чыслӑх, тӗрӗслӗх, чӑнлӑх, чӑтӑмлӑх, пӗр кӑмӑллӑх, паттӑрлӑх, туслӑх, ыр кӑмӑллӑх, шанчӑклӑх прависене пӑхӑнса пыма вӗрентсе, Европа цивилизацине ҫӳле ҫӗклеме пулӑшнӑ пулӗччӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— «… ӗҫе ҫирӗп йӗркелесе питӗ тӗплӗн пайласа тума ҫителӗклӗ таран сарлака та тӗрлӗ енлӗ пулмалла; кирек те мӗнле обстоятельствӑра та, кирек те мӗнле «ҫаврӑнусенче» те тата кӗтменлӗхсенче те хӑйӗн ӗҫне ним пӑрӑнмасӑр тума ҫителӗклӗ таран ҫирӗп пулмалла; пӗр енчен, вӑйлӑрах тӑшмана хирӗҫ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ вӑхӑтра, уҫа уйра ҫапӑҫассинчен парӑнма, тепӗр енчен, ҫав тӑшманӑн ҫаврӑнӑҫусӑрлӑхӗпе усӑ курса…»
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ҫителӗклӗ, ҫителӗклӗ, Джон Иванович.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
«Ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче авиаци темӗн чухлӗ парса тӑрсан та ҫителӗклӗ пулмасть. Авиаци ҫителӗклӗ маррипе ҫапла тума тивет: вӑйлах мар ҫапӑҫу пыракан вырӑнсене авиаци пачах ямалла мар е питех те сахал ямалла, ҫапӑҫу вӑйлӑ пыракан вырӑнсене вара авиацие ытти участоксем ҫинчен хӑвӑрт куҫармалла…» — тенӗ унта.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Эпӗр пӗлетпӗр, хут ҫӗленсем сывлӑша ҫӗкленеҫҫӗ (вӗҫекен машинӑсем вӗсем пурте хут ҫӗленсем), эпӗр пӗлетпӗр, вӗсен ҫуначӗсем хӑй йывӑрӑшне, тата моторпа лётчик йывӑрашне, ҫӗклеме ҫителӗклӗ пысӑк, ҫителӗклӗ тӗреклӗ пулмалла.
9. Умра тӑракан ыйту // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Ҫирӗн пек илемлӗ хӗр ҫав кӗсре ҫинче ларнине, ҫитменнине тата эсир тӗк чиксе илемлетнӗ шлепке тата хӳреллӗ юбка тӑхӑнса ларнине пӑхса савӑнасси — вӑл пит те ҫителӗклӗ вӗт, вӑл Зеб Стумп пӗтӗм Скалистай тусен хырҫи тӑрӑх каллӗ-маллӗ чуптарса тухнӑшӑн та ҫителӗклӗ хак пулать.
XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Джон-Мангльс капитан майне пӗлсе ӗҫлет, тем те, тем те шухӑшласа тупать, ҫавӑнпа та Клайд заливӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран «Дункан» инҫетри тинӗссене ишсе тухмашкӑн хатӗр пулчӗ: кӑмрӑк ҫителӗклӗ, нӳхрепсенче ҫителӗклӗ тарӑн ҫимӗҫсем пур.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Лопухов каласа пӗтерсен, Марья Алексевна ун пек пуҫкасаканпа калаҫни пустуях пулнине курчӗ, ҫавӑнпа тӳрех туйӑмӗсем ҫинчен калама тытӑнчӗ, Верочка пирӗнпе килӗшмесӗрех качча тухнӑшӑн кӳрентӗм, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл амӑшӗн чӗрине питӗ ыраттарать, терӗ; сӑмах амӑшӗн туйӑмӗпе кӳренӗвӗ ҫинчен пуҫлансан, вӗсем иккӗшӗ те кун ҫинчен шарламасӑр иртсе кайма юраман пирки ҫеҫ калаҫрӗҫ, мӗншӗн тесен йӗрки ҫапла хушать; йӗрке хушнӑ пек калаҫкаласа илчӗҫ — Марья Алексевна: эпӗ хӗре юратакан амӑшӗ, ҫавӑнпа кӳрентӗм, терӗ, — Лопухов: юратакан амӑшӗ пулсан, кӳренмесен те пултарать» терӗ; йӗрке хушнӑ тӑрӑх туйӑмсем ҫинчен ҫителӗклӗ калаҫса илнӗ хыҫҫӑн йӗрке хушнипех тепӗр пункт ҫине куҫрӗҫ, эпир хӗрӗмӗре яланах телей суннӑ, терӗҫ, — ку пӗр енчен, тепӗр енчен вара, ку иккӗленмелли япала мар, терӗҫ; ку тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ калаҫнӑ хыҫҫӑн сывпуллашма пуҫларӗҫ, йӗрке мӗн чухлӗ хушнӑ, ҫавӑн чухлӗ сывпуллашрӗҫ, вара ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Лопухов, амӑшӗн чӗри ыратнине ӑнланса, Марья Алексевнӑна хӗрӗпе халех тӗл ан пултӑр тесе ыйтать, мӗншӗн тесен ку вӑл халӗ амӑшӗшӗн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; Марья Алексевна часах акӑ Верочка телейлӗ пурӑнма пуҫлани ҫинчен илтӗ, — вӑл Верочкӑна телей суннисӗр пуҫне урӑх нихҫан та нимӗн те сунман, — вара унӑн чӗри лӑпланӗ, ҫапла вара хӗрӗпе тӗл пулсан кӳренмӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кашни хуҫалӑх ҫӗрулми кӑлармалли комбайн кирлӗ чухлӗ туянсан, дизтопливо ҫителӗклӗ хатӗрлесен, трактор-автомашина ҫителӗклӗ уйӑрсан ҫӗрулмине тырӑпа пӗрлех пухса кӗртме вӗренсе ҫитӗпӗр.
Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Ҫулсеренех аграри предприятийӗсем вӑрлӑх ҫителӗклӗ хатӗрлеме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh
— Пусӑ ҫаврӑнӑшӗнче ҫителӗклӗ минераллӑ удобренипе усӑ курса, ҫулсерен начар мар тухӑҫ илетпӗр.
Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273
Ака ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫласа хӑварма вӗсен майсем те ҫителӗклӗ.
Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/
Ҫапах та чылай пулӑмпа ыйтӑва ҫителӗклӗ ҫутатса парайман-ха.
Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Пӗрремӗш сехетсенчех ҫителӗклӗ хатӗрленсе ҫитменни палӑрнӑ, вестибулярлӑ аппарат пӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ «тӗнче уҫлӑхӗн чирӗпе» аптӑрама пуҫланӑ.
Тоёхиро Акияма // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BC%D0%B0
Тепрехинче Лаосра, ирхине тӑваттӑра, ҫителӗклӗ ҫывӑрмасӑр, таксиста 100 000 вырӑнне 1 000 000 патӑм.
«Хӑйсен япалисене ҫӗтерсе е манса хӑваракан ҫынсем…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1729
Нарӑс, 18: Али Хаменеи сӗннӗ пек Рушди каҫару ыйтать; ИРНА (официаллӑ информаци агентстви) Рушди тухса калаҫни ӑна тӳрре кӑларма ҫителӗклӗ тесе пӗлтерет.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Ҫийӗнчен ку енӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпе тухса тӑма пултаракан ыйтусене татса памашкӑн резерв фондӗнче те укҫа ҫителӗклӗ — 2 миллиард тенкӗ ытла.
70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane
Вӑтам шкултан ҫеҫ вӗренсе тухни ҫак пысӑк ӗҫре ҫителӗклӗ пулман.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.