Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫителӗклине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлипе ирӗк парсан хӑюлӑхпа пултарулӑхӗ ҫителӗклине Михха аван пӗлет.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Калаҫу пулса иртнипе-ши, тата хайхи хыпар килнипе те пулӗ, вӑл сасартӑк шыв тӑрӑх тӑвалла тата лерелле, форт патнелле, каймашкӑн та вӑй ҫителӗклине сиснӗ.
XXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Яллӑ вырӑнсенче хальхи пурнӑҫ шайӗпе туллин килӗшсе тӑракан ФАПсем хута кайни ҫынсене медицина пулӑшӑвӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме, халӑх сывлӑхне ҫирӗп тимлесе тӑма май панине, ҫакӑн валли кунта мӗнпур условисем ҫителӗклине, кирлӗ оборудовани пуррине палӑртрӗҫ.
Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch
Хӑйӗн маттурлӑхӗ ҫителӗклине вӑл ӗненнӗ, ҫакна пула вӑл, куҫне чарса пӑрахса, кӗсйине хут укҫасем кӗрсен, ыран ирех епле ӗҫме тытӑнасси ҫинчен ӗмӗтленчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— ЮНЕСКО эксперчӗсем чӗлхесен пурӑнас пултарулӑхне сакӑр енпе хакланӑ, ҫав шутра унпа калаҫакансен йышне, чӗлхе ӑруран ӑрӑва куҫса пынине, вӗрентӳ хатӗрӗсем ҫителӗклине, обществӑра чӗлхене мӗнле вырӑн панине.
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
Страницăсем:
- 1