Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫемҫине кӑларса йӑлтах ҫисе ятӑм.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Прухур мучи те малти шӑлӗсемпе ҫӑкӑр ҫемҫине мӗкӗлтеттерет, пӗҫернӗ ҫӑмартине тӑвар ҫине пуҫа-пуҫа ҫыртать, унтан термоспа чиксе тухнӑ вӗретнӗ сӗтпе сыпкалать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Кукамӑшӗ пуҫламан ҫавра ҫӑкӑра илсе хӗрес хыврӗ, «перекетлӗ пултар», терӗ майӗпен, Эверккине илтӗни-илтӗнми, вара, ҫӑкӑра кӑкӑр умне тытса, темиҫе чӗлӗ касса сӗтел ҫине хучӗ, ҫемҫине пӗр татӑк хуҫса илсе ҫӑварӗ патне илсе пычӗ.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Анчах ҫӑкӑр чӗркенӗ пир татки тавралӑха хускатмасӑрах ҫӗре ӳкрӗ те — Нок нӳрлӗ ҫӑкӑр ҫемҫине ҫӑварне халех чиксе тултарасран аран-аран тытӑнса тӑчӗ; ытлашши тимлӗхе пула янӑракан, ҫӑмӑлланнӑ пуҫпа лӑпкӑн малалла утрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫапла вӑл, ҫӑкӑр ҫемҫине йӑвалантарса йӑва пек ҫаврашка тӑвать те варрине пӳрнипе тарӑн путӑк путарать.Стоя спиной к глазку, Владимир Ильич скатал из хлебного мякиша катышек, продавил пальцем углубление.
193-мӗш номерлӗ камера // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кашни черкке хыҫҫӑн Никита, хӑйӗн типшӗм те шап-шурӑ пӳрнисемпе ҫӑкӑр ҫемҫине чӗпӗтсе илсе, ӑна пыл ҫине пуҫрӗ, унтан ӑна васкамасӑр чӑмларӗ; унӑн тӗксӗм кӑвак, пӗрчӗн-пӗрчӗн татса сайралатнӑ пек курӑнакан сухалӗ чӗтренсе тӑчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсене курсан, вӑл пит савӑнса ӳкет, хӑй шухӑшлать: «Ӗнтӗ эпӗ кунпа пайтахчен тутӑ пулӑп, анчах пурне те пӗрре ҫисех пӗтерес мар-ха, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ҫиес, нимӗн те сая ан кайтӑр: малтан хытӑраххине ҫиес, кайран ҫемҫине, тутлӑраххине ҫийӗп», — тет.
Кашкӑрпа ҫӗмӗрен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах та, аттем эпӗ чӗлхесӗр пулнӑ пирки юрлама пултараймарӑм: манӑн тута-ҫӑварӑм халь ӗҫлеймест, ҫавӑнпа та эпӗ сӗт кӑна ҫисе пурӑнатӑп, ҫӑкӑра кӑшт ҫеҫ ҫемҫине хӗсӗнсе ларнӑ шӑл хушшине пӳрнепе тӗртсе кӗртсе ҫиетӗп.
Пулеметчик Живоног Ҫурҫӗр Черниговщинӑри Заречное ялне ашшӗ патне янӑ ҫыру // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫӗҫӗпе апельсин ҫинчи шурӑ ҫемҫине сӗвсе илеҫҫӗ, унтан пайсене уйӑраҫҫӗ.При помощи ножа удаляют белую мякоть, а затем разделяют (ножом) на дольки.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Унтан пашалуран пӗчӗк татӑк чӗпӗтсе илчӗ, ун ҫемҫине тӑварпа пӑрӑҫ ҫинче йӑваларӗ те, хӑйне юриех танлӑн тытса, ӑна Аннушкӑн сылтӑм аллине хучӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Петр ура айӗнчи курӑк епле ҫемҫине туйрӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кӑчӑртатакан ҫунӑк тулашне юлташсем булочнӑйран таврӑннӑ чухне ҫул ҫинчех ҫисе янӑ, ҫемҫине виҫӗ пӗртан пая валеҫнӗ те, вӗсене куҫ шӑрҫи пекех пӑхса усранӑ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Эсир ҫемҫине юрататӑр иккен! — терӗ Мак-Набс.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Сасартӑк кӗсьери сылтӑм алӑ тем ҫемҫине туйса илчӗ.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Вӑл типсе кайнӑ ҫуннӑ ҫӑкӑр хыттине шӑлӗсемпе ҫырта-ҫырта таткалать, хутланса ларнӑ пӳрнисемпе ҫӑкӑр ҫемҫине чава-чава илсе, чӑмламасӑр пекех, шӗвӗрӗлсе тухнӑ карланкӑ шӑммине йывӑррӑн хускаткаласа, выҫҫӑн хыпса ҫӑтать.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Коридор тӑрӑх унталла-кунталла ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӑл палатӑна таврӑнчӗ, чӳрече умне ларса ҫӑкӑр ҫемҫине йӑваласа мӗн те пулин тума тытӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах вырӑнтан сиксе тӑрса каллех тухса кайрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1