Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫнӑ (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Энтрейпе Унтрей чӑнах ҫапӑҫнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Урамра картлӑ кӗвентесемпех ҫапӑҫнӑ!..

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кунта — ял историйӗн кӗтесӗнче — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Масляна ялӗшӗн ҫапӑҫнӑ ҫынсен сӑнӳкерчӗкӗсем.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Куҫ умӗпе вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ вырӑнсем шунӑ май, пӗтӗм вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ, асапӗ аса килчӗ те, Курак Мӗтрин ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Анчах вӑл ҫын ҫав ялтан инҫех мар ҫапӑҫнӑ чухне 1944 ҫулта вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Фронтра ҫапӑҫнӑ документсене, ҫавӑн пек хаклӑ хутсене, ҫухатса пӗтермелле-и?

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Унтан ҫапла та шухӑшлатӑп: вӑрҫӑра та ҫапӑҫнӑ вӑл, анчах мӗншӗн пӗр тумлам хаярлӑх та ҫук-ха ун ӑшӗнче, тетӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫак йышра пирӗн ентешсем те паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсем ӗмӗр асра // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b2a%d1 ... %80%d0%b0/

Аслӑ ӑру хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, пире мирлӗ пурнӑҫ парса хӑварассишӗн тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, пире ырӑ пурнӑҫ туса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Вӑл Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ, Кениксберг хулине 4 кун штурмланине паян та ас тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Пирӗн паттӑр ентешӗмӗрсем пур фронтсенче те ҫапӑҫнӑ, хӗрарӑмсемпе ватӑсем тата ҫамрӑксем тылра хӑйсене шеллемесӗр ырми-канми ӗҫленӗ.

Наши герои сражались на всех фронтах, а женщины, старики и подростки самоотверженно работали в тылу.

Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi

Ҫӗр ҫинчи тӑнӑҫлӑхшӑн, ирӗклӗ ҫӗршывшӑн ҫапӑҫнӑ ҫынсен паттӑрла ӗҫӗсем нихӑҫан та манӑҫас ҫук.

Никогда не будет забыт подвиг тех, кто сражался за мир на земле, за свободную страну.

Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/09/ole ... nem-pobedi

Манас марччӗ нихӑҫан та пирӗн мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ ҫӗршывӑн ывӑл-хӗрне, яланах асра тытасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав пӗлӗтне хӳтӗленӗ хӗр // Алевтина Волкова. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%bc%d1% ... 85e%d1%80/

Пӗтӗм тӗнчешӗн калама ҫук пысӑк хӑрушлӑх пулса тӑнӑ Германи фашизӑмне хирӗҫ алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫнӑ чух та вӑл поэтах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

— Ар-Сӗнтӗр тӑвӗ патӗнче Хусанкка ҫарӗ майра-патша ҫарӗпе ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Упа кашкӑр кӗтӗвӗпе ҫапӑҫнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Тепре. Эх, ҫапӑҫнӑ ҫӗре ӗлкӗреймерӗ», — чӗлхипе чаклаттарса илчӗ пуян.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мускав патшипе ҫапӑҫнӑ чухне…

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ягудан турккӑсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ ҫӗрте пулнӑ, вӑрҫӑра артиллери мӗн тума пултарнине ҫавӑнпа лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑн ӗнтӗ, выртмара кашкӑрсемпе ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем виҫҫӗш — Пинер, Карлай тата Укаслу — час-часах тӗл пулатчӗҫ, туслӑ та пурӑнатчӗҫ теме юрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех