Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫать (тĕпĕ: ҫапӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫын тӳрӗ пурӑнса хӑйӗн чысне, Тӑван ҫӗршывне, тӑван халӑхне сыхласа кӗрешет, ҫапӑҫать е кирлӗ чух пурнӑҫне те парать пулсан, унӑн ӗҫӗ таса.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сводкӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хаяр ҫапӑҫура пӗр уйӑх хушшинчех виҫҫӗр пин фашист хӑйсен пуҫне ҫинӗ, ҫапах сӗмсӗр ҫичӗ ют чарӑнма шутламасть-ха, вӑл халӗ те урса кайса ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӑхатӑп, вӑл кашкӑрпа ҫапӑҫать иккен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ак ҫакӑнта ҫунасем ҫинчен анса хӗҫ тытса ҫапӑҫмалла пулсан урса кайса ҫапӑҫать ҫав кӳштекпе, анчах чӗррӗн парӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анат ҫармӑссен ӗмпӗвӗ (хӑйне ӗмпӳ — анат ҫармӑс патши тесе шутлать иккен-ха Мамич-Бердей) нихҫан та вырӑссем патне йӑпӑртатса чупса каймасть, вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапӑҫать пулсан ун тивӗҫӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй ма ҫапӑҫать? — парӑнма шутламарӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Кампа кам ҫапӑҫать?

— Дерется ли кто с кем?

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Куҫма хӗрачи, Санюк, шӑп кӑна Украинӑра ҫапӑҫать, хӑйсен килӗнче украинкӑсем пурӑннине пӗлекенскер, вӑл унчченхинчен час-часах ҫырусем ярать.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Лайӑх ҫапӑҫать ывӑлу.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Арифулла летчик-истребитель иккен, вӑл ӗнтӗ нимӗҫсен темиҫе самолетне персе ӳкернӗ, халӗ Орел патӗнче ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӑҫтарах ҫапӑҫать вара вӑл, сан ывӑлу?

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах халь ял лӑпкӑ мар, ял ҫапӑҫать, вӑл хӑйӗн мӗнпур вӑйне фашистсене тӗп тума парать.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑракаласа, хырӑмпа шуса, ҫырма тӗпӗпе чупса Максуд кил картине ҫитсе ӳксен Ахтупайпа Нургали ҫакна пӗлчӗҫ: Хусан ханне Сафа-Гирее хуларан хӑваласа кӑларнӑ иккен, халӗ вӑл посада каялла ҫӗмӗрсе кӗрес тесе ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнер хыпар килчӗ: пӗр ҫарӗ Рязань патнех ҫитсе тухнӑ, Никола-Заразскинчен вунӑ ҫухрӑмра Дмитрий Палецкий отрячӗпе ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта Тукай йытӑсемпе ҫапӑҫать иккен.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене хирӗҫ темиҫе хут сахал ҫар ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ман хамӑн та старик — ополченец шуррисемпе ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл ҫапӑҫать, кӗрешет.

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӑна пире пар та Фекан музунгупа кунтан кай, боцман та сирӗнпе кайма пултарать, чӑн та, вӑл питӗ ыраттарса ҫапӑҫать.

Отдай ее нам и уезжай с музунгу Феканом, боцман тоже может уехать с вами, хотя он больно дерется.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех