Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӑнаккӑшӗнни пекех савӑклӑхпа тӳлек тимлӗхе пӗрлештерсе тӑракан тӗттӗмрех кӑвак пысӑк куҫсем, сарӑ хулӑн ҫивӗт тата ҫав тери ҫепӗҫ те илемлӗ алӑ — лайӑххисем те ҫавсем ҫеҫ унӑн.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн уйрӑм-уйрӑм кӗске ҫырусем тӑрӑх вӑл Березовая поляна ҫинчен, ачасем ҫинчен, учительсем ҫинчен — эпӗ кама юратнӑ, ҫавсем ҫинчен пурин ҫинчен те епле майпа ҫав тери нумай пӗлме пултарнӑ-ха вӑл?
68 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кама хӑвӑн шухӑшусем, ӗҫӳсем ҫинчен шанса каласа паратӑн, кама вӗҫне ҫитичченех ӗненетӗн, ҫавсем кӑна ҫавӑн пек хаклӑ та ҫывӑх пулма пултараҫҫӗ.
66 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗн ҫуртра Корольпе Коробочкин чи салху ҫынсем пулнӑ, — халӗ Жуков ҫавсем манерлӗччӗ.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗннисем вара чупса пынӑ та, ҫавсем хушшинче ҫыхӑнса ларса ӳксе пӗтнӗ.
39 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавсем иккен вӗсем усал ҫынсем.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Эпӗ ҫавсем ҫине пӑхса, рельс сыпӑкӗсенче поезд кустӑрмисем кӗмсӗртетнине итлесе пытӑм, анчах хам ӑшӑмра пӗрмай: хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! терӗм.
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑт ҫавсем, алхаснӑ хумсем, ман пата илсе тухрӗҫ те ӗнтӗ ҫав лайӑх ҫынна…
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ҫавсем ҫинчен шухӑшласа, Ильсеяр хӑй те петӗм тӳсӗмлӗхне пухса чӑтма тӑрӑшрӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Лапчӑтса хураҫҫӗ ҫавсем пире, туршӑн та ӗнтӗ!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вара леш, тӗрлӗрен вӗреннисем — ҫавсем авӑ, турӑран та мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ, теҫҫӗ…А эти разные образованные они вон, слышь, и над богом издеваются…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Пуҫлаҫҫӗ акӑ ҫавсем, ирӗке тухнисем, хулана ҫаратма!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Хула тӑрӑх кӗлмӗҫ карчӑк Зиновея ҫӳрет, унпала пӗрле тата никам пӗлмен-палламан хӗрарӑм пур, — вӑл хӗрарӑм кӗпӗрнерен килнӗскер теҫҫӗ, — ҫавсем иккӗшӗ те каласа параҫҫӗ: тӗрлӗрен вӗреннӗ ҫынсем иккен…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Ҫапла, ҫапла, шӑпах ҫавсем ӗнтӗ!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӗсем пӗр ушкӑна тачӑ кӗпӗрленсе тӑнӑ, тем шухӑшласа, хыттӑнах мар калаҫаҫҫӗ, ҫавсем хушшинче тата Кулугуровӑн ҫав тери пысӑк, кӑвакарнӑ пуҫӗ пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе курӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Эсӗ те, эпӗ те, тӑхлачсем, — пӗр ҫавсем хисеплисем!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Ну-ка, татах кала-ха! — ыйтать Четыхер, ҫӑмламас хӗрлӗ куҫхаршисем айӗн ҫӳлти Хуркайӑк Ҫулӗн кӗмӗл йӑлтӑрккине, ҫӑлтӑрсем савӑнӑҫлӑн ҫунса ҫиҫнине, уйӑхӑн пӑхӑр ҫаврашки вӑрахӑн шунине е пӗлӗтсем хуллен кӑна чупса иртнине пӑхса ларнӑ хушӑра: Четыхер ҫавсем ҫине пӑхать, сӑвӑ итлет, ҫав самантрах тата хулпуҫҫисене сиктеркелесе ҫын сисмелле мар хӗрес хура-хура илет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кам отряда ҫырӑнас тет, ҫавсем — эсир те, хресченсем, эсир те, салтаксем, — ҫырӑнма пултаратӑр.А кто пожелает — и вы, крестьяне, и вы, солдаты, — можете вступить в отряд.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кам Совет влаҫӗ майлӑ ахальтен ҫеҫ мар, ӑна алла хӗҫпӑшал тытса хӳтӗлеме тӑрас тет, ҫавсем пирӗнпе пӗрле пырӗҫ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑт ҫавсем пурте пӗр Шуратӑла пӗрлешеҫҫӗ те пӗрле пысӑк юханшывсем пулса юхаҫҫӗ.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.