Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫавӑнпах (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпах пӳрнӗ таран та ҫитӗнеймерӗ: кӗлетки ҫын тиркемелле мар пулин те, вӑрӑм хӗр пуласскерччӗ…

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫавӑнпах тавлашӑва кӗретӗр, хӑвӑр пӗлмен ыйтура та ҫине тӑратӑр.

Из-за этого вы впутаетесь в споры, будете настаивать на своём даже в тех вопросах, в которых не являетесь компетентными.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кампа хуралнӑ, ҫавӑнпах шуралмалла

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Ҫавӑнпах ӗнтӗ хӑйсен ҫулӗсене кура мар хӑвӑртах шуралнӑ…

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Ҫавӑнпах ӗнтӗ унпа ҫыхӑннӑ кашни пулӑм, кашни ҫын шӑпи паянхи ӑрусемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланать.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Ҫавӑнпах тараҫҫӗ тетӗн-ха? — ахӑртнех, ҫакна халиччен пачах та чухламаннипе мар, кун пирки пуҫ тавра лайӑхрах шухӑшлама тытӑннипе хуллен ыйтрӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Интереслӗ те-ҫке, чӑнах та, юман пек тӗреклӗ, юн пӗрхӗнсе тухас сӑнлӑ ҫын (ларасса та вӑл улӑпла вӑй-хӑвачӗ кӗрлесе каясран асӑрхансах ҫапла хускалмасӑр, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗревленсе ларнӑн, калаҫасса та ҫавӑнпах хуллен, васкамасӑр калаҫнӑн туйӑнать) тепри кӑмӑл-туйӑм пуянлӑхӗпе ҫепӗҫлӗхне чи мала хурса калаҫнине итлеме.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак самантра унӑн никампа та калаҫас килмест-и, тен, ҫавӑнпах кая та юлчӗ-тӗр ҫынсенчен.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑрҫӑран таврӑнсан, вӑл ҫав алӑсемпе чӗлӗм те авӑрлайман, ҫавӑнпах туртма та пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавӑнпах пуль (хуралтӑсем йывӑррӑн, капмаррӑн йӑтӑнса ларманран, вӗсен хушшинчи кӑвак решетке витӗр тавралӑх курӑнса тӑнӑран) темле ҫӑмӑл, ирӗк, уҫӑ ку картишӗнче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӗсен хисепне пысӑклатсах пымалла.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ лӗккине - Атӑла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=gVsjfnH4rl0

Ҫавӑнпах вӑл ӗҫне те вулавӑшпа ҫыхӑнтарнӑ.

Поэтому она и свою работу связала с библиотекой.

Вулавӑшра 30 ҫул ӗҫленӗ кинемей паян та кӗнекесӗр пурӑнаймасть // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35100.html

Ҫавӑнпах ӗнтӗ кӗлетки паянхи кун та ҫирӗп те пиҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Ҫавӑнпах вӗсем пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнченех тар тӑкса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама тивӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60623

Ҫавӑнпах ҫитӗнекен ӑру та аслисен ҫулне такӑрлатать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

Ҫавӑнпах ҫав, — терӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ Кирукпа Федя таврари вӑрмана кайса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Ну, — ҫавӑрса ҫыртнӑ тутине сапӑр кулӑпа якаткаласа, пуҫламӑш сӑмах «мечӗкне пунклатрӗ» пӗр арҫынӗ, тӗксӗм кӳпшеке сӑн-питлӗскер, кӗрхи уплинкка евӗр куҫлӑскер, шӑртлӑ ҫырӑ мӑйӑх-сухалне хальхаҫҫӑн бритва лезвийӗ «ҫулса пӑрахманскер», сӑра пички пек латакаскер, — мӗнпе чирленӗ, ҫавӑнпах сипленмелле теҫҫӗ-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

— Ара, мӗн чирлеттернӗ, ҫавӑнпах сипленмелле, теҫҫӗ те-ха.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Альберт ҫемьере пӗртен-пӗр ача пулнӑ, ҫавӑнпах пуль ашшӗ-амӑшӗ ӑна куҫ шӑрҫине упранӑ пек упраса, чикӗсӗр юратса, пӳлӗмри чечек вырӑнне пӑхса, тӗрлӗ «хура» ӗҫрен хӑтарса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех