Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятпа (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӗҫер-ха, значӑтцӑ, лайӑх кайса килнӗ ятпа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аякран таврӑннӑ ятпа, значӑтцӑ, вӗри мунча хыҫҫӑн тенӗ пек, пире пӗрер курка сӑра тухать пуль-и?..

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑкрине ун ячӗпе мар, ман ятпа ҫыр, Эрхип!

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм ял ячӗпе мар, хам ятпа — Макҫӑм Исаев сире кучченеҫ ярса парать тесе ҫырсах.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑмахран, эпӗ хам ятпа уйрӑм посылка яма пултаратӑп-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑна килнӗ ятпа пурсӑра та чӗнетӗп — иртӗр шалалла.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗр-ик стакан ӗҫер-и, Хӗветӗр, эпӗ кайнӑ ятпа?..

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Куна ман ятпа ҫул ҫине валли хурса янӑ пулмалла. Акӑ, киле ҫитсен Макҫӑм кумпа Сантӑр хӑтана чӗнӗп те, вӗсемпе пӗрле ӗҫӗпӗр», — шут тытрӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа Коля ял тӑрӑхӗнче Чикан ятпа ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Механизаторсем уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа ирттернӗ кану каҫӗнче пулса иртнӗ ҫак хӑрушӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ял ҫыннине сывлӑх суннӑ май хӗрарӑм ӑна малтан ятпа чӗнчӗ, унтан, ку ытла сӑпайсӑррине ӑнланса: «Василий Захарович» — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Ман ятпа паян, сана пула, хӑрушсӑрлӑх техникипе виҫӗ асӑрхаттару ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӑна хисеплесе ятпа, ашшӗ ячӗпе чӗнекен те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӑвак пурҫӑн кӗпине, аслӑ шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ ятпа ашшӗпе амӑшӗ туянса панӑ ҫӳллӗ кӗлеллӗ сӑран пушмакне тӑхӑнчӗ, шурӑ тиртен ҫӗленӗ сумкине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫак вӑхӑтра ӑна ҫӗнӗ ятпа пӗлме пуҫланӑ — Стаги (Σταγοί, тӳрреммӗн куҫарсан «тумламсем» тенине пӗлтерет), вӑл пӗрешкел ятлӑ епархин центрӗ (хальхи вӑхӑтра Эллада православи чиркӗвӗн Стагонпа Метеора метрополийӗ) пулса тӑнӑ.

В это время он получил новое название — Стаги (Σταγοί, букв. «капли») и стал центром одноимённой епархии (ныне Стагонская и Метеорская митрополия Элладской православной церкви).

Каламбака // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BA%D0%B0

— Чим-ха, паян мӗн ятпа пухӑнатпӑр? — ыйтрӗ Хветут юлташӗсенчен.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Кун пирки ҫыравҫӑ ҫапла шӳтлет: ӗлӗк-авал чӑвашсем, ачи-пӑчине тӗрлӗрен пӑтӑрмахсенчен упрас тесе, чӑн-чӑн ятпа пӗрле тепрер ҫирӗп е ҫунатлӑ ят панӑ пулать: Юман, Тимӗр, Чӗкеҫ, Курак т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.

Ялта ахальтен мар ӑна ятпа асӑнмаҫҫӗ, «вырӑнти радио» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

— Мӑшӑрланнӑ ятпа чунтан саламлатӑп, — тет вӑл, тортне Анна Петровнӑна тыттарса, — иксӗре те ырлӑх-сывлӑх, телей сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Ун чух вӑл вулакансем умне «Кӑркка Сӑмси» ятпа тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех