Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятпа (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак вырӑнсем ҫинчен пӗрремӗш хут 741 ҫулта Хелибрунн дачи (villa Helibrunna) ятпа асӑннӑ.

Впервые об этих местах упоминается в 741 году под названием дача Хелибрунна (villa Helibrunna).

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

976 ҫулта кунта Гезӑн ывӑлӗ Вайк ҫуралнӑ, тӗне кӗртнӗ чухне вӑл Иштван ята йышӑннӑ, историе вара вӑл Сӑваплӑ Иштван ятпа ҫырӑнса юлнӑ.

В 976 году здесь родился сын Гезы Вайк, принявший при крещении имя Иштван и вошедший в историю как Иштван Святой.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Тибет чӗлхинче Сикким «Денджонг» (тиб. འབྲས་ལྗོངས Denjong, Denzong) ятлӑ, ку вӑл «рис тӗнчи» е «рис айлӑмне» пӗлтерет; ҫавӑн пекех «Демоджонг» (тиб. འབྲས་མོ་ལྗོངས་ Demojong) ятпа та калаҫҫӗ.

По-тибетски Сикким называется «Денджонг» (тиб. འབྲས་ལྗོངས Denjong, Denzong), что означает «страна риса» или «долина риса»; также его называют «Демоджонг» (тиб. འབྲས་མོ་ལྗོངས་ Demojong).

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Чӑваш АССРӗ 40 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ выставкӑра Ермолаева.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Патша халӑх нушине эрех ӑшне путарма, эрех ӑшне путарса хысна таврашне пуйтарма шутланӑ, ялсенче, ҫав шутра чӑваш ялӗсенче те, хупахсем уҫса тултарнӑ (сӑмах май Ҫӗмӗрле районӗнчи ялсенчен пӗри халӗ те-ха «Хупахушкӑнь» тенӗ ятпа пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Лай Циндэ (кит. йӑла 賴清德, пиньинь: Lài Qīngdé), ҫаплах Уильям Лай ятпа паллӑ — Тайвань политикӗ.

Лай Циндэ́ (кит. трад. 賴清德, пиньинь Lài Qīngdé), также известный под именем Уильям Лай — тайваньский политик.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кунта Блумсбери ушкӑнӗ ятпа паллӑ акӑлчан интеллектуалӗсен пысӑк сумлӑ кружокӗн пухӑвӗсем иртнӗ.

В начале XX века здесь проходили собрания влиятельного кружка английских интеллектуалов, известного как группа Блумсбери.

Блумсбери // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 1%80%D0%B8

Вӑл аркансан, огур йӑхӗсене тата нумай ӗмӗрсем хушши Европӑра «хунсем» ятпа каланӑ.

После её распада, племена огуров ещё многие века в Европе называли «гуннами».

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

Messier 83 (акӑл. M 83, NGC 5236, выр. Мессье 83, ытти палӑртусем — ESO 444-81, MCG −5-32-50, UGCA 366, IRAS13342-2933, PGC 48082, ҫавӑн пекех Южная Вертушка ятпа паллӑ) — Гидра ҫӑлтӑрлӑхӗнчи урлавлӑ спиральлӗ галактика.

Messier 83 ( англ. M 83, NGC 5236, рус. Мессье 83, другие обозначения — ESO 444-81, MCG −5-32-50, UGCA 366, IRAS13342-2933, PGC 48082, известна также под названием Южная Вертушка) — спиральная галактика с перемычкой в созвездии Гидра.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Совет Ҫарӗн театрӗнче икӗ хутчен тӗрӗслемелле лартса пӑхнӑ хыҫҫӑн «Офицер» ятпа тухнӑ спектакле 1955 ҫулхи декабрь уйӑхӗ хыҫҫӑн урӑх лартман.

Спектакль, получивший название «Офицер» после двух пробных постановок в Театре Советской Армии, с декабря 1955 года не ставился.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Вӑл «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» ятпа анчахрах кун ҫути курчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Надежда Силпи сӑвӑҫ ҫӗнӗ юрӑ премьери ӑнӑҫлӑ иртнӗ ятпа юрӑҫа чӗрӗ чечек ҫыххи парнелерӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ҫурхи ака-суха пӗтнӗ ятпа район центрӗнче пысӑк уяв иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Бригадира киле ҫитнӗ ятпа салам!

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ӗҫер-ха, значӑтцӑ, лайӑх кайса килнӗ ятпа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аякран таврӑннӑ ятпа, значӑтцӑ, вӗри мунча хыҫҫӑн тенӗ пек, пире пӗрер курка сӑра тухать пуль-и?..

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑкрине ун ячӗпе мар, ман ятпа ҫыр, Эрхип!

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм ял ячӗпе мар, хам ятпа — Макҫӑм Исаев сире кучченеҫ ярса парать тесе ҫырсах.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑмахран, эпӗ хам ятпа уйрӑм посылка яма пултаратӑп-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑна килнӗ ятпа пурсӑра та чӗнетӗп — иртӗр шалалла.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех