Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялне (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Василий Янаслов ҫапла, сакӑр ҫул тӗрмере ларнӑ хыҫҫӑн, хӑй ҫуралнӑ тӑван ялне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Каникулта эпӗ хуларан асаннесен ялне кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Часрах ялне ҫитсе, ял-йышӗсене-тӑванӗсене: — Акӑ эпӗ — ыйткалакан ҫемйинчен тухнӑ ыйткалакан — халӗ ВУЗ пӗтертӗм, Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче пулма, тӑван ҫӗршыва сыхлама тивӗҫлӗ пултӑм! — тесе пӗлтересси килет.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Пӗр паллӑ мар ҫамрӑк поэт, ВУЗ пӗтернӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫар ретне кайма юрӑхлӑ пулнипе, хӑйӗн тӑванӗсене курма тӑван ялне таврӑнма шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кӑна Ҫӳлтикасси ялне асӑннӑран (вӑл ятпа эпир халь те Ойкасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр ялсене калатпӑр…), Сухати Йӑршшу юханшывӗпе юнашар иртнине каланӑран палӑртма май пур.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ку тӑрӑхра унашкал ял ҫук, анчах ҫак ял ятӗнче, паллах, Шупуҫҫынни ҫуралнӑ Иккасси ялне тупма пулать.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Караҫӑм, эс Выл юхан шывне Штаранкӑ юхса кӗнӗ ҫӗрте ларакан Вырӑс Чураш ялне хӑҫан та пулин ҫитсе курнӑ-и? — юлташӗнчен ҫирӗппӗн ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Теприне куҫ хывман-и ку?» — тарӑхса шухӑшларӗ Герасим Федотович, вара вӑл эрнелӗх отпуск илчӗ те пин ҫухрӑмри тӑван ялне вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

…Шупашкартан килекен автобус, Шарпаш ялне кӑнтӑр тӗлӗнче ҫитнӗскер, столовӑй умӗнче чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эпӗ вара нимле карттӑ ҫинче те паллӑ туман, тӗнчере никам та курман-илтмен йӑмраллӑ Карӑккасси ялне суйласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркаш хӑй те тӑван ялне икӗ ҫул каялла ҫеҫ таврӑннӑ, Владивостока ҫитиех тӗнче касса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тушкил ялне.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Елюкӑн тӗрлӗ яла ҫитмелле, Тарассен ялне вӑл виҫ кунта пӗрре кӑна килет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Эсир Ҫӗнӗ Акчура ялне кайса курнӑ ӗнтӗ, халӗ эпир ӑна Хутор тесе чӗнетпӗр.

Вы наверняка были в деревне Хутор Шинеры, или, как мы ее называем, Хуторы.

Пур ӗҫе те ӑста // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/530

Халь эп татах та хисеплетӗп Сире — вирьял тусӑмсене, Йӑлӑрсене те, чӗлхӗре те, Чемей ялне, Йӑван уйне», — акӑ еплерех туйӑмсем вӑратнӑ ҫамрӑк Айхи чунӗнче вирьял тӑрӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Темиҫе ҫул Теччӗри тӑванӗ патӗнче нушаланса пурӑннӑ хыҫҫӑн вӑл каллех Кивӗ Эйпеҫ ялне таврӑннӑ, выҫӑ вилесрен унӑн ыйткаласа ҫӳреме те тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

1868 ҫулта ҫулла Чӗмпӗрте вӗренекен Иван Яковлев тӑван ялне каникула килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

— Ҫук, ӑна тӑшмансем ҫакса вӗлернӗ, ялне ним юлми ҫунтарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялне, тархасшӑн, ан ҫунтарӑр.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ялне Сюльдяшов вутпа та хӗҫпе тӗп турӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех