Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ялне (тĕпĕ: ял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тӑхта-ха, Мижер ялне пуҫарса яракан ҫын мар-и-ха ку, Каткей текенскер.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Туктамӑш ялне кӗмелли тата унтан тухмалли вырӑнсенче тӗрӗслевпе пропуск пунктне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Вӗсене Европа капиталисчӗсен плантацийӗсенче ӗҫлеме ирӗксӗр илсе кайнӑ та, вӗсем хӑйсен ялне таврӑнманни темиҫе эрне те ҫитет.

Многие силою уведены работать на плантациях европейских капиталистов и уже несколько недель не были в своей деревне.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫамрӑк учительницӑна пӗчӗк комплектлӑ шкула Алексеевка ялне ӗҫлеме яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Куҫса ҫӳрекен Кубок хальхинче Карӑклӑ ялне кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Куҫса ҫӳрекен Кубока ҫӗнсе илнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%ba%d1% ... bb%d0%bde/

Каярахпа йывӑр аманса хӑйӗн тӑван ялне — Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснере таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Тепӗр эрне иртсен, чӑнахах та, Пилешкасси ялне «Колхозстрой» ҫыннисем кӗрлеттерсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Аркисем ҫине пӗрер ача тытнӑ Тихон Ивановйчпа арӑмӗ часах Пилешкасси ялне ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мӑкӑр ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ ҫак кунсенче Маяк ялне ҫитсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫченӗсене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%83%d0% ... 80%d0%bda/

Хӑйсен тивӗҫлӗ ӗҫне тата обществӑпа усӑллӑ ӗҫне вӗсем тӑван енпе Пӑслӑк ялне аталантарас ӗҫе хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй тӗслӗхӗпе вӗрентет // Елена ФЕДОТОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... et-3402259

Машина Чемей ялне пӑрӑнса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

…Крапивино ялне партизансем пырсан, вӗсенчен пӗри йывӑр чирлесе ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Тава тивӗҫлӗ воинсенчен пӗри — Буинцев Василий Семенович Канаш районӗнчи Тӑрмӑш ялне нумай наградӑсемпе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ҫеҫпӗл ялне Украина писателӗсем пӗчченшерӗн те, ушкӑншарӑн та килсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Кӑҫал Чӗчкен ялне шыв кӗртес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Ку территори уйрӑмне кӗрекен Ахмет ялне хальлӗхе «кӑвак ҫулӑм» ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

1998 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн Максим Селивестров тӑван ялне таврӑнма шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Ултӑ уйӑхран ҫар службин отличникне тӑван ялне отпуска янӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Ҫак кунсенче Кайӑкяль ялне туса хунӑранпа 290 ҫул ҫитнине хаваслӑн уявланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑкяль — 290 ҫулта // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d0%ba%d0% ... %82%d0%b0/

Асанкасси ялне патшашӑн службӑра лайӑх тӑнӑшӑн панӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче Асан Сулейманов пуҫарса янӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех