Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрлаҫҫӗ (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи уҫӑ сывлӑш, кайӑксем юрлаҫҫӗ.

Утром свежо, птицы поют.

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Пӗлӗшрен илтнӗччӗ: Патӑрьел тӑрӑхӗнче Ҫимӗк кунӗнче ташласа юрлаҫҫӗ.

От знакомого слышал: в Батыревской стороне в день Семик пляшут и поют.

Ҫимӗк — эрех ӗҫмелли сӑлтав-им? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2789.html

Манӑн сӑввӑмсемпе ҫырнӑ юрӑсене Иван Христофоров, Клара Чекушкина, Маргарита Туринке, Рена Грачева, Алина Михайлова тата ыттисем юрлаҫҫӗ.

Песни, сложенные на мои стихи, исполняли Иван Христофоров, Клара Чекушкина, Маргарита Туринке, Рена Грачева, Алина Михайлова и другие.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Санӑн юрра юрлаҫҫӗ вӗт. Атя, ҫине тӑрсах ҫырас пулать», — сӗнчӗ Юрий Сементер.

"Твою песню передают. Давай, сочиняй еще", — сетовал Юрий Семендер.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Уява ялсемпе хуласенчи шӑл тухтӑрӗсем пухӑнаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, савӑнӑҫа пӗрле пайлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫак тӗллевпех вӗсем пурте юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ кунне хатӗрленсе // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Ҫак тӗллевпех вӗсем пурте юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма вӑхӑт тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Павловсен ӗҫ стажӗ - 93 ҫул // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.05.06

3. Вӗсем Турӑ чури Моисей юррине, Путек юррине юрлаҫҫӗ: эй Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Санӑн ӗҫӳсем аслӑ, тӗлӗнмелле!

3. и поют песнь Моисея, раба Божия, и песнь Агнца, говоря: велики и чудны дела Твои, Господи Боже Вседержитель!

Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Тӳперен сасӑ илтӗнчӗ — кӗрленкӗ шавӗ пек, аслати авӑтнӑ пек сасӑ; эпӗ тата кӗслеҫӗсем кӗсле каланине аса илтерекен сасӑ илтрӗм: 3. вӗсем аслӑ пукан умӗнче, тӑватӑ чӗрчунпа ватӑ ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ.

2. И услышал я голос с неба, как шум от множества вод и как звук сильного грома; и услышал голос как бы гуслистов, играющих на гуслях своих. 3. Они поют как бы новую песнь пред престолом и пред четырьмя животными и старцами;

Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: Эсӗ кӗнекене илме, унӑн пичечӗсене хӑпӑтма тивӗҫлӗ: Сана пуснӑ, парнене кӳнӗ, Эсӗ пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене — Хӑвӑн Юнупа ҫӑлса илтӗн; 10. хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче патша пулса тӑрӑпӑр, теҫҫӗ.

9. И поют новую песнь, говоря: достоин Ты взять книгу и снять с нее печати, ибо Ты был заклан, и Кровию Своею искупил нас Богу из всякого колена и языка, и народа и племени, 10. и соделал нас царями и священниками Богу нашему; и мы будем царствовать на земле.

Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Аслӑлатпӑр Сана, Туррӑмӑр, аслӑлатпӑр: Санӑн яту ҫывӑхрах; Санӑн кӗтретӳсене мухтаса юрлаҫҫӗ.

2. Славим Тебя, Боже, славим, ибо близко имя Твое; возвещают чудеса Твои.

Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм, аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм: 10. Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана, Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана; 11. чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм, мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ; 12. ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та — ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ; 13. хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ, эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ.

9. Чужим стал я для братьев моих и посторонним для сынов матери моей, 10. ибо ревность по доме Твоем снедает меня, и злословия злословящих Тебя падают на меня; 11. и плачу, постясь душею моею, и это ставят в поношение мне; 12. и возлагаю на себя вместо одежды вретище, - и делаюсь для них притчею; 13. о мне толкуют сидящие у ворот, и поют в песнях пьющие вино.

Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эсӗ ҫӗр ҫине килсе пӑхатӑн та шывшӑн антӑхнӑскерне ӗҫтеретӗн, ӑна иксӗлми тулӑхлӑ тӑватӑн: Турӑ ҫырминче туп-тулли шыв; Эсӗ тырӑ-пулӑ хатӗрлетӗн — Эсӗ ҫӗре ҫапла пахалатрӑн; 11. унӑн суха кассисене шӑваратӑн, муклашкисене вататӑн, ӑна ҫумӑр пӗрчисемпе ислететӗн, унти ӳсентӑрана пиллетӗн; 12. Эсӗ ҫу кунӗсене ырӑлӑх кӳретӗн, Санӑн сукмакусенчен ҫу тумлать, 13. пушӑ кӗтӳлӗхсем ҫине юхса анать, вара сӑртсем савӑклӑх тумне тӑхӑнаҫҫӗ; 14. ӗнтӗ улӑхсен тумӗ те — кӗтӳсем, айлӑмсене тырӑ хупласа илет, хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илеҫҫӗ, юрлаҫҫӗ.

10. Ты посещаешь землю и утоляешь жажду ее, обильно обогащаешь ее: поток Божий полон воды; Ты приготовляешь хлеб, ибо так устроил ее; 11. напояешь борозды ее, уравниваешь глыбы ее, размягчаешь ее каплями дождя, благословляешь произрастания ее; 12. венчаешь лето благости Твоей, и стези Твои источают тук, 13. источают на пустынные пажити, и холмы препоясываются радостью; 14. луга одеваются стадами, и долины покрываются хлебом, восклицают и поют.

Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эй Турӑҫӑм, Сион ҫинче Сана тивӗҫлипе мухтаса мухтав юрри юрлаҫҫӗ, Сана мӗн асӑннине [Иерусалимра] кӳреҫҫӗ.

2. Тебе, Боже, принадлежит хвала на Сионе, и Тебе воздастся обет [в Иерусалиме].

Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Гофолия Турӑ Ҫурчӗ еннелле чупакан, патшана мухтакан халӑх сассине илтнӗ те Ҫӳлхуҫа Ҫуртне халӑх патне пынӑ, 13. курнӑ вара: хӑйӗн ҫӳллӗ вырӑнӗнче, Ҫурта кӗнӗ ҫӗрте, патша тӑрать; патша ҫывӑхӗнче — ҫулпуҫсем, трупасем; пӗтӗм ҫӗршыв халӑхӗ савӑнать, трупа кӑшкӑртаҫҫӗ; юрӑ ӑстийӗсем кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ калаҫҫӗ, мухтав юррийӗ юрлаҫҫӗ.

12. И услышала Гофолия голос народа, бегущего и провозглашающего о царе, и вышла к народу в дом Господень, 13. и увидела: и вот царь стоит на возвышении своем при входе, и князья и трубы подле царя, и весь народ земли веселится, и трубят трубами, и певцы с орудиями музыкальными и искусные в славословии.

2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Драма театрӗн актерӗсем юрлаҫҫӗ» конкурса хутшӑнакан та йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Шетмӗ ен» вокал ушкӑнӗнче, ӑна Геннадий Яковлев ертсе пырать, 60 ҫулран иртнисем юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Прокати нас, Петрушка, на тракторе...» юрлаҫҫӗ В.Петровӑпа Р.Шакова.

«Прокати нас, Петрушка, на тракторе...» поют В. Петрова с Р.Шаковой.

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Дуняша» ушкӑнра юрлаҫҫӗ.

Поют в группе «Дуняша».

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Студентсене илес-тӗк, пӗрремӗш курсра вӗсем хӑйсене халӑх артисчӗсем пек тытаҫҫӗ, тем те пӗлеҫҫӗ, чи лайӑх юрлаҫҫӗ имӗш, иккӗмӗш курсра - тава тивӗҫлӗ артистсен шайӗнче.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех