Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юратни ҫинчен уҫҫӑн калаҫма тата чуптума хӑйнӑ хыҫҫӑн юратӑвӑн вӗҫӗ те ҫавӑнтах пуҫланать.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вара унта малтанхи юратӑвӑн асапӗсем те, сӑмахпа каласа пама ҫук шухӑшсем те илтӗнӗччӗҫ.
Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Эли лӑпланчӗ — юратӑвӑн ҫак чеелӗхӗсем уншӑн хӑрушӑ мар.Эли успокоился — эти любовные хитрости были для него неопасны.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ун йӗри-тавра, унӑн чӗр куҫҫисем ҫинче, уҫса хунӑ хупӑлча ҫинче ыйхӑпа юратӑвӑн ҫепӗҫ-чечен, куҫа шартаракан кӳнтеленӗсен куписем шап-шуррӑн ҫиҫеҫҫӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Маскӑсем вӑрттӑнлӑхпа юратӑвӑн янӑравлӑ кӗске куллипе ихӗлтетрӗҫ те хӑйсен ӗҫӗпе малалла уттарчӗҫ.Маски рассмеялись коротким, грудным смешком секрета и любви, затем тронулись по своим делам.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Юратӑвӑн пысӑк ҫирӗплетӗвӗ ҫук.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Манӑн вара… — хаш сывларӗ Громов, — манӑн юратӑвӑн вӗри туйӑмне, арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ, манран пытаннӑ хӑйне евӗр, тӗлӗнмелле ҫав тӗнчене пӗлес килет…
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Унта яшлӑх; таса юратӑвӑн чуна ҫутатакан ҫепӗҫ сассисем; пуҫа илӗртӳллӗн ҫавӑракан сехре хӑппилӗх янӑракан пурнӑҫран туллирех те савӑнӑҫлӑрах; хуйхӑ-асапӑн тӗттӗм тамӑкӗ — чун хавалне сакӑр ҫул кисретни, ухмаха ернӗ пек — сакӑр ҫул ҫунни-ӗмӗтленни, куҫҫуль тӑкни, ылханни, питех те киревсӗр шӑпа; вӑхӑт юхан-ҫӑпанлӑхӗ; пепке ҫине ӳкнӗ сӑрт; хӗвел, хӑйӑр, шӑплӑх.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ҫак самантсенче унӑн чунӗ умӗнче пирӗн ҫыру алли каялла чакать, — юратӑвӑн хӑватлӑ та телейсӗр вӑйӑмне мӗскӗн те тӗрӗс мар сӑмахсемпе сӑнчӑрласа лартса унран мӑшкӑллар мар; Суринэ юратӑвӗ — терт-нушара, чӗтренӳ-варкӑшура…
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Анне сӑнарӗ чи таса та хӗрӳ юратӑвӑн, иксӗлми ырӑ кӑмӑллӑхпа ырми-канми тӑрӑшулӑхӑн сӑваплӑ символӗ пулса тӑрать.Образ матери по праву является символом безусловной любви, чуткости и заботы.
Олег Николаев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/11/28/glava-chu ... et-s-dnyom
Толстовец манпа ачашшӑн, хапӑл тусах юратӑвӑн творчествӑллӑ вӑйӗ ҫинчен, харпӑр хӑйӗн чунӗнче вӑл туйӑма аталантарса пымалли ҫинчен, пӗр вӑл кӑна «ҫынна тӗнче сывлӑшӗпе» — пурӑнӑҫра пур ҫӗрте те сапаланса тӑракан юратупа ҫыхӑнтарма пултарни ҫинчен каларӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ ҫынсене вӗсен инстинкчӗ тата пурӑнӑҫри кичемлӗхӗ хӑваласа кӗртнӗ ҫак шӑтӑксенче ухмахла сӑмахсенчен юратӑвӑн пӑлханӑвӗсемпе асапӗсем ҫинчен чӗрене пырса тивекен юрӑсем хунине, «вӗреннӗ ҫынсен» пурӑнӑҫӗ ҫинчен киревсӗр легендӑсем епле пулса тухнине, ӑнланмалла мар япаласем ҫине мӑшкӑларах, тӑшманла пӑхасси епле пуҫланса кайнине сӑнарӑм, «чуна лӑплантармалли ҫуртсем» манӑн юлташсем питех те хаяр, ҫилӗллӗ пӗлӳсем илсе тухакан университетсем пулса тӑнине куртӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл питӗ пултаруллӑ калавҫӑччӗ, проституткӑсем валли телейсӗр юратӑвӑн хурлӑхӗсем ҫинчен чӗрене пырса тивекен юрӑсем пит ҫӑмӑллӑн ҫыратчӗ, унӑн юррисене Атӑл ҫинчи пур хуласенче те юрлатчӗҫ; сӑмах майӗн каласан — халӑх хушшинче пит те сарӑлнӑ — Не красива я, бедна, Плохо я одета, Никто замуж не берет Девушку за это… — юрра та вӑл ҫырнӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Ах, епле хитре те хаяр иккен эсӗ, манӑн пӗртен-пӗр тӑрса юлнӑ юратӑвӑн.— О, как ты мила и вместе с тем жестока, единственная отныне любовь моя!
Юлашкинчен калани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ан кансӗрле мана, хамӑн намӑсӑма, хамӑн хурлӑхӑма, ӑнӑҫсӑр юратӑвӑн асапне тепӗр вырӑнта тӳссе ирттерме ирӗк пар мана.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ача чухнех Эпикур вӗрентӗвне пӗлсе ҫитнӗскер, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн учителӗн канашӗсемпе усӑ курнӑ; вӑл илемлӗ те тарӑн юрату шыраман, ҫӑмӑл та кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ йӑпану шыранӑ, «ҫӗнӗ юратӑвӑн уххисемпе киввине хӑвӑрт хӑваласа яма» тӑрӑшнӑ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Юратӑвӑн хрустальле ҫак сассине вӑл таҫта илтнӗччӗ мар-и?
Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Юратӑвӑн юлашки ҫак хӳтлӗхӗнче Лосьӑн хӗрлӗ мӑк тӑлпамне, тусана-кӗле, ура йӗрне ҫемҫе кӑмӑллӑн, черченнӗн чуп тӑвас килет.
Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Юратушӑн кунашкал хыпса ҫуннине Лось ҫапла уҫӑмлӑн нихӑҫан та туйман, юратӑвӑн ҫакнашкал ултавне, хӑйне хӑй хӑрушла ылмаштарнине — хӗрарӑмпа — нихӑҫан та ӑнланман; арҫын чун-чӗрин ылханӗ.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.