Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратнӑ (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карчӑк патне юратнӑ кӗрӳшӗ пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

Пӗр кӗрӳшне чунтан юратнӑ вӑл, теприне — кӑмӑлламан.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллӑ пӑтӑ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 36 с.

«Амӑшӗ ӑна юратнӑ хӗрне качча илтермен, ҫавӑнпа Иван Алексеевич авланмасӑр юлнӑ», — теҫҫӗ пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Вӑл хӑй чун-чӗререн юратнӑ ҫав хӗршӗн ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Кашни ҫемьен, кашни ҫамрӑкӑн хӑй лартнӑ юратнӑ йывӑҫӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юратнӑ тата ӑна, ухмаха…

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Е, Анютӑна юратнӑ пек, аякран пӑхса ҫеҫ юрататӑн?

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑлӑх арӑма юратнӑ тимӗрҫӗпе купӑсҫӑн сасси яланхи пек ӑшӑ мар пулни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӑр тӑлӑх» — ҫак хӑрушӑ, чуна пӑрлантаракан сӑмах халь асӗнче юратнӑ хӗрӗн ятӗнчен тӑтӑшрах вӗҫсе ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ман юратнӑ ывӑлӑм Ванюш, атя киле, эсӗ те шӑнса кайрӑн пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗри ҫинчи ыратупа пӑхрӗ вӑл ун ҫине, юратнӑ амӑшӗ ашшӗ вилнине мӗнле йывӑрпа чӑтса ирттернине пӗлет-ҫке, халичченех «вилӗм хучӗн» суранӗсем тӳрленмен.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялти мӗнпур ачасем пекех Толик кино курма питӗ юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Алӑкра юратнӑ сӑна курсан вӑл унтан тахҫантанпах, кунсем, эрнесем, уйӑхсем тӗл пулса ҫав пӗртен-пӗр вӑрттӑн упракан сӑмаха илтессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав тӗллевпе эпир ҫутӑ тӗнчене килетпӗр, анчах та ҫакӑ чи йывӑр асап — юратнӑ ҫынна ҫухатни, пӗчченлӗх асапне чӑтса ирттерни, хӗрарӑм пуҫпа ачасене пӗччен ӳстерни.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чылай каярах, юратнӑ ҫынпа нумай ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн, эсӗ ӑнланса илӗн тетӗп, мӗншӗн эпӗ, ватах та марскер, юратма та, ҫуратма та пултараканскер, хам пата никама та яманнине…

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӑп ҫак самантсенче, тен, санӑн чее шухӑш вӗҫсе иртет — юратнӑ хӗршӗн, ывӑлсемшӗн лару-тӑруран тухмалли меслет, вӗсене валли аҫа ҫури тупасси.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен юратнӑ ывӑлне вӗсем хӗрӳ салам яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Сывлӑхлӑ пул, манӑн юратнӑ Ванюш!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӗ ӑна хутран юратнӑ ҫыннин, упӑшкин ытарайми шӑрши килнӗ пек туйӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗттӗм ял ҫынни, вӑл суккӑрла юратнӑ совет влаҫӗ унран хӑрани, хӑйӗн чӑн-чӑн патриочӗсене шанманни, мӗнпур ҫырусене ҫар цензорӗсем питӗ тимлӗ вуласа тухни, ҫавӑнпа та ҫырусем ҫапла вӑрах вӑхӑт килни ҫинчен шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех