Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратнӑ (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслашшӗ, чунӗ тухнӑ самантра, хӗрлӗ ҫӑлтӑрне юратнӑ мӑнукне халалласа парать: «Хӗрлӗ ҫӑлтӑра… эп вилсен… асӑнмалӑх упра…» тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Юратнӑ ӗҫре хаваслӑх яланах вӑйланса пырать, ун пек чухне ҫырас кӑмӑл чӗрере тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Чапаев теми — писателӗн юратнӑ теми.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Василий Иванович Чапаев, граждан вӑрҫи паттӑрӗ, Валентин Бурнаевский писателӗн пултарулӑхӗнче чи юратнӑ герой пулса тӑчӗ: вӑл Чапаевӑн пурнӑҫне; ӗҫне-хӗлне, ӗмӗчӗсене нумай произведенисенче кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Юратнӑ ҫыннӑн интересӗсене шута илме тӑрӑшӑр.

Постарайтесь учесть интересы вашей половинки.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫын хӑйне мӗншӗн ҫапла тытни пирки шутлӑр.

Подумайте, почему партнёр сейчас ведёт себя именно так.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫынпа романтика каҫӗ ирттерӗр.

Проведите романтический вечер с вашей половинкой.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑван амӑшне юратнӑ пекех кӑмӑлланӑ ӑна отрядри ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ял ҫыннисен асаилӗвӗсем тӑрӑх, Николай тӗреклӗ пӳ-силлӗ те маттур пулнӑ, ташлама юратнӑ. ,ҫчен каччӑ мӑшӑр пулма хӑйӗн пекех сатур пике тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Юратнӑ професси яланах савӑнӑҫ ҫеҫ илсе килтӗр.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Анатолий Аврамович вӗренекенсенчен пӗрре те уйрӑлман, пурсӑмӑра та хӑй ачи вырӑнне хурса юратнӑ, ӑшӑ куҫпа пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Туссемпе савӑнӑҫлӑ тӗлпулусем, юратнӑ кӗнекесене вулани, ҫулҫӳревсем.

Это радостные встречи с друзьями, чтение любимых книг, путешествия.

Уяра Аслӑ Турӑпа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл Турӑ амӑшӗн атрибучӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ln-3392564

Паянхи кун Кузьминсем ултӑ ывӑлшӑн телейлӗ атте-анне, 20 мӑнукпа пилӗк кӗҫӗн мӑнукшӑн юратнӑ асатте-асанне шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Хӑнӑхнӑ тата юратнӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каменщика вӗреннӗ, комбайнер пулса тӑнӑ // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Юратнӑ ҫын кулянӑвӗ ҫине алӑ ан сулӑр - халӗ эсир ӗҫе хӑш йӗркепе тумаллине пӗлместӗр.

Относитесь более внимательно к переживаниям партнёра, так как вам сейчас не будет хватать последовательности в поступках.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн харпӑр пурнӑҫри туйӑмсене пытармасӑр кӑтартма вӗренмелле, юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва йӗркелемелле.

Вам нужно научиться не скрывать свои эмоции в личной жизни и определить отношения с любимым.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах сирӗн перекетлӗх тата юратнӑ ҫын тӑкакланма юратни ура хума пултарӗҫ.

Однако, ваша бережливость и стремление партнёра тратить больше, могут войти в резонанс и навредить вам.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫынпа хутшӑнма та ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Также это время благоприятно для общения с партнёром.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуҫри «таракансене» ан тытӑр, юратнӑ ҫынна та канӑҫ парӑр - унсӑрӑн кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ.

Не занимайтесь разбором «тараканов» по полкам в голове и не стройте их же у партнёра, это не принесёт результатов, только испортит настроение.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ачасен хӑйсен те (нумайӑшӗн) килӗсенче юратнӑ кушак пур-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Юмаха ушкӑнпа вуларӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_4789

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех