Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хам халӗ мӗншӗн ҫакӑн пек пулса юлни ҫинчен сӑнласа кӑтартам, — терӗ Алексей Дмитриевич хӑйӗн уксах ури ҫине кӑтартса.
Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Помещиксен ҫӗрӗ юлни Сяо Сяншӑн халь пӗтӗмӗшпех паллӑ пулчӗ.Теперь Сяо Сяну стало совершенно ясно, что у помещиков еще осталась земля.
XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ун чӗрине помещика курайманни, мӑшкӑла юлни тата ывӑлӗ умӗнче намӑс пуласса туйса тӑни ыраттарнӑ.В сердце были гнев на помещика, досада на самого себя и стыд перед сыном.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫапла «Чӑвашкино» пуҫлӑхсӑр тӑрса юлни ҫулталӑк ытла тӑсӑлчӗ.
«Ытлашши ҫӑвар» ятлӑ кино ӳкерес килет // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... eres-kilet
Иван Иванович урҫана тӑрса юлни те вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ.
I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Эсӗ кунта юлни лайӑх пулчӗ.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ӑна пӗтӗмпех намӑс элекӗн лапӑрчӑк карри карса илнӗччӗ, унта пӗр ҫын та усал халлаппа тивмесӗр юлни ҫукчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Брка ҫырӑвӗнчен Уча Ястребаца юлни курӑнать.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӑлӑнса тухсан та ротӑран мӗн юлни пурпӗрех сапаланса кайӗ.
29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чикӗ урлӑ ушкӑнпа каҫнине Смолярчук ытлашши аппаланса тӑмасӑрах пӗлчӗ: йӗрсен сарлакӑшӗ те, тӑршшӗ те пӗр пек мар, вӗсен хушшинче тӑпра ытларах тӑкӑнса юлни сисӗнет.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ кӗрсен, Варенька ман ҫине ытахальтен кӑна пӑхрӗ те, эпӗ ӑна тавлашу питӗ интереслентернине, хӑй мӗн каланине эпӗ илтни е илтмесӗр юлни уншӑн пурпӗрех пулнине тӗшмӗртсе илтӗм.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Валахина упӑшкасӑр тӑрса юлни ҫинчен каланӑ чухне эпӗ хам юратса пӑрахнине каллех аса илтӗм тата амӑшӗ те ҫакна тавҫӑрса илчӗ пулӗ ӗнтӗ, тесе шухӑшларӑм, вара каллех ҫав тери хытӑ именме пуҫларӑм, именнипе хамӑн ӳт-пӗвӗн пӗр пайне те йӗркеллӗн хускатма пултарас ҫуккине туйсах лартӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах экипаж сиктерни, куҫ умӗнчен тӗрле япаласем вӗлтлете-вӗлтлете юлни ку туйӑма часах сирсе ячӗ; эпӗ халь ӗнтӗ ҫылӑх каҫаракан манах ман пек ырӑ чунлӑ ҫамрӑк ҫынна пурнӑҫра нихҫан та курманни, курас та ҫукки тата ман пекки пачах пулманни ҫинчен шутлать пулӗ, тесе шухӑшларӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кивӗ пурнӑҫ йӗрки, пӳлӗмсем те, сӗтел-пукан та, тӑлпӑвӑм та халичченхи пекех юлни (мана хамӑн ӑш-чикӗм улшӑннӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа таврари япаласене те улӑштарассӑм килчӗ) кӑмӑла каймарӗ тата хытӑ тӗлӗнтерчӗ пулин те, — ҫакна пӑхмасӑр, эпӗ савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа ҫӳрерӗм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте питӗ хаваслӑччӗ (вӑл ҫав вӑхӑтра нумай выляса илнӗччӗ), Любӑна хаклӑ тӑракан кӗмӗл сервиз парнелерӗ, ҫуралнӑ кун ячӗпе ун валлиех туяннӑ бомбоньерка картишӗнчи пӗчӗк пӳртре юлни ҫинчен аса илчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сайралнӑ ҫӳҫӗ ӗнси ҫинче кӑна ҫур ункӑ пек тӑрса юлнӑ пулин те тата ҫӳлти тути айӗнчен шӑлӗсем сайралса юлни курӑнсан та, унӑн сӑн-пичӗ тӗлӗнмелле хитре.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ку вӑл пакетран мӗн юлни.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Березовая полянӑра мӗн чухлӗ пурӑнма кирлӗ — ҫавӑн чухлӗ пурӑн, ӗҫ шанчӑклӑ алӑра юлни пирки кайран иккӗленмелле ан пултӑр».
65 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Акӑ, эп сана картинкӑсем кӑтартӑп, эсӗ кур вӗсене, — тенине илтетӗп хамӑн пӳлӗмрен (пирӗн унта лайӑх илтӗнет, ҫитменнине Гальӑпа ачасем килте ҫук та — шӑпах), — кур та — хӑш картинки саншӑн асра юлни ҫинчен каласа пар.
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасем мотора ӗҫе янӑ чухне Экэчо ту хӑвӑлӗ патнех тӑрса юлни ҫинчен илтсен, Таграт Тынэта приказ пачӗ:Услыхав, что Экэчо оставался у пещеры, когда мальчики завели мотор, Таграт приказал Тынэту:
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.