Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн пек ӗмӗтленмен, пачах та урӑххине ӗмӗтленекен ҫынсем пур, Верочка, ҫак вара тӗлӗнмелле; вӗсем, тен, эсӗ ху юратса пӑрахсан пирвайхи каҫ мӗнле шухӑшсемпе ҫывӑрса кайнинчен тӗлӗнме пултараҫҫӗ те пуль: эсӗ ху ҫинчен, ху савни, ху юратӑву ҫинчен шухӑшланӑ ҫӗртенех пур ҫынсем те телейлӗ пулмалла, ҫавна хӑвӑртрах килме пулӑшмалла, тесе шухӑшлама пуҫларӑн.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах ыттисем санӑнни пек шухӑшсене чӗре патне ҫывӑха илмеҫҫӗ, эсӗ вӗсене ҫывӑха илтӗн, ку вӑл лайӑх, анчах унтан та тӗлӗнмелли ҫук; эсӗ ирӗклӗ те телейлӗ ҫын пулас килнинчен мӗн тӗлӗнмелли пур-ха!
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ, Верочка, эсӗ шухӑшланӑ пек шухӑшласси йывӑр ӗҫ мар ӗнтӗ.Теперь, Верочка, нетрудно набраться таких мыслей, какие у тебя.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ, Верочка, ҫав шухӑшсем пурнӑҫра витӗр курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, урӑх ҫынсем, урӑх кӗнекесем ҫырнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫынсем ҫав шухӑшсем лайӑх шухӑшсем, анчах вӗсенчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, тесе шутлаҫҫӗ, халӗ, Верочка, чечексем ҫурӑлнӑ вӑхӑтра уйра тутлӑ шӑршӑ сарӑлнӑ пек, пур ҫӗрте те ҫав шухӑшсем сарӑлнӑ; вӑл шухӑшсем пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗреҫҫӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аннӳнтен те, пурӑнас пулать текен тата мӗншӗн улталаса, ҫаратса пурӑнмаллине каласа кӑтартакан аннӳнтен те, илтнӗ; вӑл сана хирӗҫлесе каласшӑн пулнӑ, анчах хӑй эсӗ каланинех малалла каласа кайнӑ, эсӗ вӗсене сӗмсӗр те пӑсӑлса кайнӑ француженкӑран, хӑйӗн еркӗнне хӑй хыҫҫӑн горничнӑй пек сӗтӗрсе ҫӳрекенскерӗнчен те, илтнӗ, вӑл унпа мӗн тӑвас тет, ҫавна тума пултарать, ҫапах та, шухӑшласа пӑхсан, унӑн хӑйӗн ирӗкӗ ҫуккине, унӑн ҫынсене юрама тӑрӑшмаллине, хӑйне ирӗксӗрлемеллине, ку ӑна питӗ йывӑррине асӑрхать, — ма пурӑнмалла мар-ха ун хӑйӗн Сергейӗпе, ырӑ та ҫемҫе кӑмӑллӑ вӑл, питӗ ҫепӗҫскер, — ҫапах та француженка: «анчах маншӑн та, ҫавӑн пек ухмахскершӗн те пулин, кун пек пурнӑҫ питӗ начар», тет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, Верочка, эсӗ, ахаль хӗрача, ҫаксем пирки пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнинчен, ҫаксене пурне те чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук; эсӗ ҫавна вӗрентме пуҫланӑ ҫынсен хушамачӗсене те илтмен вӗт; вӗсем ҫавӑ вӑл ҫапла пулмалла, вӑл пурпӗрех ҫапла пулать, вӑл ҫапла пулмасӑр тӑма пултараймасть, тесе вӗрентме пуҫланӑ та ӗненмелле кӑтартса панӑ; эсӗ ҫав шухӑшсене ӑнланса илсе чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук вӑл шухӑшсене сана кӗнекӳсем уҫҫӑн кӑтартса пама пултарайман: сан кӗнекӳне ҫырнӑ чухне вӗсем шухӑшсем пулнӑ-ҫке-ха, ҫыракансем вӗсене хӑйсем те вӗреннӗ ҫеҫ-ха; вӑл шухӑшсем тӗлӗнмелле чаплӑ шухӑшсем пек туйӑннӑ, — ҫавӑ ҫеҫ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл ыттисемшӗн тӗлӗнмелле, кунтан тӗлӗнмеллине эсӗ пӗлместӗн, кунтан тӗлӗнмелле маррине эпӗ пӗлетӗп.Это другим странно, а ты не знаешь, что это странно, а я знаю, что это не странно.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ вара пӗчӗк ача пек шӑппӑн ҫывӑрса каятӑн, нимӗнле тӗлӗк те хӑратмӗ, хумхантармӗ сана, — тен, хаваслӑ ача-пӑча вӑййисем, фантсем, тытмалла вылянисем е, тен, ташӑсем аса килӗҫ, анчах ташӑсем те савӑнӑҫлӑ, пӗр шухӑшсӑр иртсе кайӗҫ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ ытла та лӑпкӑ пулни, Верочка, — анчах пирӗншӗн иксӗмӗршӗн мар ӗнтӗ — чӑнахах тӗлӗнмелле япала.А вот что в самом деле странно, Верочка, — только не нам с тобою, — что ты так спокойна.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Пӗлместӗп; эсӗ ҫав шухӑша халӗ те пуҫран кӑларса пӑрахман-и-ха?
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Мӗн турӑн эсӗ, Верка, ылхан ҫитменскер? Э?» — анчах ылхан ҫитмен Верка залра ҫук иккен, амӑшӗ ун патне пӳлӗме ыткӑнчӗ, — Верочка пӳлӗмне питӗрсе лартнӑ; алӑка ватас тесе, амӑшӗ пӗтӗм пӗвӗпе алӑк ҫине пырса талпӑнчӗ, анчах алӑка ватма пултараймарӗ, ҫӗрҫӑтасшӗ Верка вара: «Эсир алӑка ватса кӗретӗр пулсан, эпӗ чӳречене персе вататӑп та пулӑшу ыйтма пуҫлатӑп. Сирӗн алла чӗррӗнех лекместӗп», — терӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Верочка, мӗн те пулин юрласа паратӑн-и эсӗ?» — хушса хурать Марья Алексевна хирӗҫлеме ҫук сасӑпа.«Верочка, ты споешь что-нибудь?» — прибавляет она тоном, не допускающим возражений.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ӳсӗр пуҫпа каланине ан ӗнен эсӗ, — илтетӗн-и? — ан ӗнен.Ты не верь тому, что я с пьяных-то глаз наговорила, слышишь? не верь.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсӗ ӑна итлетӗн-и, ватӑ ухмах? — Нагульнов хӑй хытӑ тарӑхнине пытарма пултараймарӗ.— И ты послушаешься ее, старый дурак? — Нагульнов не мог скрыть своего величайшего возмущения.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эсӗ, Макар, акӑ мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑх: эсӗ мана сӗтӗрӗнчӗк терӗн, кӗҫех эпӗ сире иксӗре те туя чӗнме хатӗрленетӗп пулсан, хальхи вӑхӑтра епле сӗтӗрӗнчӗк пулатӑп-ха эпӗ?..
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах эсӗ — вуҫех урӑхла.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эсӗ вӗри плита ҫинче ҫуралнӑ-и вара?
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эсӗ хӑш уйӑхра ҫуралнӑ?
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сивӗ ҫын эсӗ, Макар, санпа чун-чӗререн нихҫан та калаҫаймӑн.Холодный ты человек, Макар, с тобой по душам сроду не поговоришь.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Кама — сан ӗҫ мар, эсӗ ан хутшӑн унта!
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Тен, эпӗ вун икӗ ҫул хушши пӗр хӗрарӑма юрататӑп, эсӗ ӑна пӗлместӗн вӗт-ха?..— А может, я все двенадцать годов одну люблю, ты же не знаешь?