Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыррине (тĕпĕ: ырри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑвак хуппи Урхашӑн уҫӑлчӗ, Унерпинӗн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ: Упӑшкине уйӑрать аскӑн патша, Мӗн ыррине кӗтесси пур малалла?!

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килес хӑнана курасси килсен те, Унтан ыррине кӗтмеҫҫӗ нимӗн те.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йывӑр пулчӗ Савин пурнӑҫӗ, хӑй вӑй илмесӗр те ыррине кураймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хирӗҫ чӗнсе ыррине курас ҫуккине туйса, Павӑл чӳрече умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ҫамрӑксемпе ачасем, аслисем, вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗр-пӗринчен ыррине вӗренсе пырсан, пуласлӑх лайӑх пуласси те куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Психотерапевтсем иртнинче ытларах ыррине ҫеҫ аса илме сӗнеҫҫӗ — ырӑ аса илӳсем этемӗн нерв системине йӗркене кӗртме, тӗреклетме, пӗтӗмӗшле сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Ырри те, усалли те — пурте малтан пуҫра ҫуралать, сӑмсаланать, аталанать, капашланать, ҫавӑнпа этеме ачаранах сапӑрласа ӳстермелле, пуҫа тата чӗрене ӗмӗрлӗххине, тӗрӗссине, ыррине ҫеҫ хывмалла (мӗн акатӑн, ҫав шӑтать), ӑна тымарлантарса вӑя кӗртессишӗн усаллипе кӗрешме те хавхалантарсах тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ыррине кам асӑрхамӗ?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ревлен Петрович халлӗхе ҫак йӗкӗт синчен ыррине кӑна илтнӗ, ҫавӑнпа ӑнланаймарӗ: йӗкӗлтесе илчӗ-ши вӑл е чун-чӗреренех каларӗ?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

19. Ачапа калаҫнӑ чухне хӑвӑра яланах сӑпайлӑ тыткалӑр — ӑна хӑвӑрта мӗн пур ыррине сӗнӗр.

19. В обращении с ребенком всегда придерживайтесь лучших манер — предлагайте ему лучшее, что есть в вас самих.

Мария Монтессори ашшӗ-амӑшӗсем валли ҫырнӑ канашсем // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1249

Ачамӑрсене мӗнпур лайӑххине тата ыррине суннӑ май, пирӗн паллӑ ентешӗн, Чӑваш Ен халӑх поэчӗн Геннадий Айхи сӑмахӗсене илсе кӑтартатӑп:

В качестве особых слов напутствия, добрых пожеланий нашим детям приведу строки нашего выдающегося земляка, народного поэта Чувашии Геннадия Айги:

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫӗнӗ ҫула кашни ҫын тенӗ пекех кӗтет, вӑл мӗн те пулин ҫӗннине, ыррине илсе килессе шанать.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch

— Эпӗ хам ӗмӗрте ыррине те, хуррине те — йӑлтах куртӑм ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑрҫӑ пӗтсен, ыррине те курӑпӑр-ха, — терӗ Рита.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ыррине те, усаллине те нумай курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫамрӑклӑх вӑл губкӑпа пӗрех: усаллине те ыррине те тиркемесӗрех сӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Кузнецов ыррине те, усаллине те каламасть.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Хресчен йывӑр ӗҫӗнче Ҫтаппанпа Татьянан ыррине те, усаллине те курма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вара Элекҫейӗпе ашшӗ-амӑшӗ те ыррине, пуяннине мухтама, ун пек лайӑх каччӑ прихучӗпе те ҫуккине ӗнентерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ыррине кураймӑн кунта!»

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех