Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыррине (тĕпĕ: ырри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку тӗлпулусем ним ыррине те илсе килмӗҫ.

Эти встречи и разговоры не принесут ничего хорошего.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Вӑл мана нумай ыррине, тӗрӗслӗхпе пурӑнма, чӗлхе илемне, ытарлӑхне курма вӗрентнишӗн ӑна тав тӑватӑп. «Ҫӗнӗ кунӑн телейне шанатӑп» сӑвӑ кӗнекинче иртнӗ тапхӑрти ырӑ вӑхӑтсем шӑрҫаланнӑ, унта шалта ҫунакан поэзи кӑвайчӗ ялкӑшать», – терӗ ҫыравҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Тем те курӑпӑр-ха малашне — ыррине, тата та чаплӑраххине.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Турунов пек шӑпаллӑ ҫынсенчен ыррине кӗтме ҫук тесе хамах каламӑп-и эпӗ вулакансене, хамах ҫирӗплетмӗп-и ҫак шухӑша?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Усаллине манма, ыррине асра тытма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пуҫлӑх сассине хӑпартать пулсан ыррине ан кӗт — Петр Васильевич тепӗр куннех председатель сӗтелӗ ҫине хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса хут пырса хунӑ…

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унран ыррине тупаймӑн ӳлӗмрен».

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Юлташпа шахматла вылянӑ чух хирӗҫсе кайни темех мар: кӗҫех ҫураҫатӑн, анчах Сулагаев хӑй ӗҫленӗ ҫӗрте те ҫӑварне шыв сыпса пурӑнман, мӗн те пулин килӗшменни тупӑнсан шӑв-шав ҫӗклемесӗр тӳсеймен, ун пек чухне ыррине кӗтме йывӑр: кӗҫех пӗр-пӗр ушкӑнра ытлашши пулса тӑратӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кирек мӗнле юрату та вара ҫӗр ҫинче мӗн те пулин ыррине, пахине, лайӑххине ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапах та Илья Семенович ҫӑварне шыв сыпсах пурӑнмастчӗ-ха — хӑйсем патне кам та пулин пырсан колхозри тӗрлӗ ҫитменлӗх ҫинчен сӑмах пуҫармасӑр тӳсейместчӗ: пурӑнан пурнӑҫра тепӗр чух усалли ыррине ҫӗнтерсе пынине кура чӗри ыратмаллипех ыратнӑ ӗнтӗ тӳрӗ чунлӑ ӗҫчен ҫыннӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑвӑнтан ыррине кӗтекен ырӑ чун пур чухне айккалла-майккалла сулланмалла мар, кӑмӑла хытарма пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫын тени вӑл, кирек мӗнле йывӑрлӑха лексен те, ыррине ӗмӗтленме пӑрахмасть.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑрман ҫумне лӑпчӑннӑ пӗчӗк ял мӗншӗн Хура Качака тенине аса илсен Испуханов: «Эп хам та кунта, ӗлӗкхи айван хура качака хӑраххи, темле кашкӑрсем тӗлне ҫаклантӑм пулас. Ман чун-чӗрери лайӑххине, ыррине татӑкӑнтатӑкӑн туртса ҫурчӗҫ вӗсем. Тӗрӗсех вӑрҫрӗ вӗт Шупашкарта мана Ҫемен», — тесе асаплӑн шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Мӗнпур ыррине упрама, компанийӗн чи лайӑх ӗҫ опытне тӗпе хума, иртнине сумлӑн асра тытма, ӗмӗрхи ырӑ-йӑласене чӗртсе тӑратса ҫӗннисем патне ӑнтӑлма вӗренсе пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Кӑвак хуппи Урхашӑн уҫӑлчӗ, Унерпинӗн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ: Упӑшкине уйӑрать аскӑн патша, Мӗн ыррине кӗтесси пур малалла?!

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килес хӑнана курасси килсен те, Унтан ыррине кӗтмеҫҫӗ нимӗн те.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йывӑр пулчӗ Савин пурнӑҫӗ, хӑй вӑй илмесӗр те ыррине кураймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хирӗҫ чӗнсе ыррине курас ҫуккине туйса, Павӑл чӳрече умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ҫамрӑксемпе ачасем, аслисем, вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗр-пӗринчен ыррине вӗренсе пырсан, пуласлӑх лайӑх пуласси те куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Психотерапевтсем иртнинче ытларах ыррине ҫеҫ аса илме сӗнеҫҫӗ — ырӑ аса илӳсем этемӗн нерв системине йӗркене кӗртме, тӗреклетме, пӗтӗмӗшле сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех