Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйхӑран (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушар тухни ҫеҫ хускатса ыйхӑран вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук хӗрарӑмсене ним шутламан пек пӑхрӗ те: — Ҫынсен пурнӑҫ майне пӗлеҫҫӗ, сирӗн йышшисем мар. Юмахри пекех, ыйхӑран вӑраннӑ ҫӗре кил хушшинче лаша тулхӑрса ҫӳрет. Тата лашине курасчӗ сирӗн! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ялӗ, ҫывӑрнӑ чухне ҫеҫ лӑпланаканскер, ыйхӑран вӑрансанах ӗнерхи ӗҫсем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Саша, сана ахӑртнех тутлӑ ыйхӑран вӑратрӑм пулӗ, ан ҫиллен, — терӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тӗле ытти крючниксем те ыйхӑран вӑранса пуҫтарӑнчӗҫ, апат ҫисе ӗҫе тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр ирхине Анук ыйхӑран вӑранса чӳрече витӗр кун ҫути кӗнине астусан хӑраса ӳкрӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ыйхӑран вӑранса пурне те аса илнӗ хыҫҫӑн кӑмӑлӗ вилме выртнӑ чухнехи пекех пӑшӑрханнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫа кама тӗрткелет-ши? — ыйхӑран вӑраннӑ пек пулса хуравларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗрле чӗптӗм сасӑ та шав тӑвать те, Улька пӳрте кӗрсе ыттисене чӑрмантарас, ыйхӑран вӑратас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Часах, акӑ, пурне те ӑшӑ ыйхӑран вӑратакан таса ир килсе ҫитӗ…

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Кӑштахран, Шурешкин капитан алӑран пырса тытсан ҫеҫ, тарӑн ыйхӑран вӑраннӑ пек туйма тытӑнчӗ, хӑлхара шавлама-янрама чарӑнчӗ, тӑнлавра та пуҫра ҫемҫелчӗ-ҫӑмӑлланчӗ, куҫ хупаххисем, ҫӑпан тухса ларнӑн йывӑрланнӑскерсем, аран-аран уҫӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫуркунне мӗнпур тӗнче вӑрӑм ыйхӑран вӑранать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗрлӗ чечеклӗ тутӑрлӑ, хура тумтирлӗ хӗрарӑм, Атӑл анлӑшӗпе, таврари илемлӗхпе киленсе тӑнӑ ҫӗртен ыйхӑран вӑраннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пичӗ ыйхӑран уҫӑлса ҫитеймен, анчах куҫӗ яланхи пекех ҫуттӑн ялкӑшать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Унтан, ыйхӑран вӑраннӑ пек пулса, ывӑннӑ куҫӗпе сӗтел умне пырса тӑнӑ хӗре тинкерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Архипов ҫак сӑмахсене илтсен ыйхӑран вӑраннӑ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Арҫын ачасем тутлӑ шӑрша пула ыйхӑран вӑранчӗҫ те ҫӗр варринче мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ыйхӑран вӑраннӑ пек шарт сикрӗ, ним хуравлама пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Темле питӗ хӑраса вӑранса каять Ванюк ку ыйхӑран.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫамрӑксем те сасартӑк темле тутлӑ ыйхӑран вӑраннӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех