Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ыйхӑм ҫук.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗр айккинчен тепӗр енне ҫавӑрӑнкалатӑп, алла ҫитиччен, ҫӗре ҫитиччен те шутлакалатӑп, ҫапах та ыйхӑм килмест.Ворочался с боку на бок, пробовал считать до пятидесяти, до ста — сон не приходил.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Эпӗ кунта пурӑнма пуҫланӑранпа ыйхӑм манӑн ҫутӑ та кӑмӑллӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Ыйхӑм вӗҫрӗ; шуйттанла туртас килет тата… пӗлетӗр-и… э-э… табак ҫук чухне ҫӑварта сурчӑк нумай пухӑнать, сурса пӗтерейместӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Пӑлханнӑ пирки ыйхӑм та таҫта тарчӗ.
Ларса юлнӑскерсем // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 103–105 с.
Шерккей хӑйӗн шӑллӗ умӗнче: «Ҫывӑрайми пултӑм, ыйхӑм вӗҫет, ӑшӑм вӑркать», — тесе тӳрре тухрӗ: Ҫапла ӗнтӗ вӑл, ҫыннӑн вӑхӑчӗпе ӗҫлемелле, вӑхӑчӗпе канмалла, унсӑрӑн епле упрӑн сывлӑхна?
XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Выртса пӑхрӑм — ыйхӑм вӗҫрӗ, Атя.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗлерсен те ыйхӑм ҫук.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хам кӗнӗ хыҫҫӑн пӳлӗм алӑкне хупрӑм, ҫурта ҫутрӑм та вырӑн ҫине выртрӑм; ыйхӑм кӑна ку яхӑнта яланхинчен те ытларах кӗттерчӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
10. Вара вӑл хӑйӗн тусӗсене пурне те чӗнсе илнӗ те каланӑ вӗсене: куҫӑмран ыйхӑм тарчӗ, куляннӑран чӗрем халсӑрланса ҫитрӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1