Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун пек кӗнекесене уҫса вулама тытӑнатӑн та, ҫуррине ҫитичченех пӑрахас килет: сана унта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем, ҫынсен шӑпи ним чухлӗ те хумхантармасть, — ни савӑнтармасть, ни пӑшӑрхантармасть, — «малалла мӗн пулать-ши?» ыйту ыйхуна мантармасть.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Эпӗ сан ыйхуна татрӑм пулӗ…
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Каҫар, Шумат Шуматович, тутлӑ ыйхуна татрӑм пуль.
Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.
«Ара, ана ҫинче ыйхуна тӑрантартӑн та…»
Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Пуйма шутлатӑн пулсан ыйхуна кӗскет, миҫе хут каламалла сана, — такам итлесе тӑнӑ пек, хӑй тӗллӗн шӑл йӗрет вӑл.
18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шӑнтӑн та, ыйхуна та татрӑн пуль.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мана асӑнса ирӗн-каҫӑн куҫҫуль тӑкнине, ыйхуна ҫухатнине чунпа туятӑп.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
- 1