Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ывӑсӗ» — сарӑхнӑ ҫерем, «аври» — леш енче, шӑпах пирӗн тӗлте, пуҫланса аяккалла кайса ҫухалакан урам.
XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫук, ӗлкӗреймерӗ вӑл: пульсатор ывӑсӗ бидонран тухса та сирпӗнчӗ, сӗт тӑкӑнса кайрӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Ывӑсӗ ҫинче — ҫӑкӑрпа тӑвар.
Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ылтӑн пыл хурчӗсем сӗрлеҫҫӗ, чечек ҫеҫкисем ҫинче йӑшӑлтатаҫҫӗ, вӗсем чечек ывӑсӗ ӑшне кӗреҫҫӗ те ылтӑн тусанпа пушшех хулӑн витӗнсе тухаҫҫӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ывӑсӗ варринче шӑпах виҫӗ шӑтӑк, шӑтӑкӗсене пӑшатанпа шӑтарнӑ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Паллах, кусем вӗсем нимех те мар, вӗсем асӑрхама та ҫук темелле, Вера Павловна вӗсене астуманпа пӗрех темелле, анчах ҫав паллӑ мар пӗрчӗсем, паллӑ мар пулин те, пӗрмаях тараса ывӑсӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Буфетӑн кӗленче ывӑсӗ ҫинче тахҫан палланӑ салфеткӑсемех выртаҫҫӗ, килте тӗрлесе тунӑ сентресем ҫинче, стенасем аяккинче ҫав кирлӗ-кирлӗ мар япаласемех, тахта тӗлӗнчи пурҫӑн кавир те вӑрҫӑчченех ҫавӑнта ҫакӑнса тӑнӑ пулмалла, вӗсем пирки иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1