Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлавар сăмах пирĕн базăра пур.
шӑлавар (тĕпĕ: шӑлавар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫийӗнче унӑн тӗрӗллӗ шурӑ кӗпе, пустав шӑлавар.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫын ура ҫине тӑчӗ, шӑлавар кӗсйинчен пӗчӗк тутӑр кӑларса, унпа суранне пускаларӗ, унтан костюмӑн шалти кӗсйинчи блокнотран пӗр таса листине ҫурса илсе темиҫе татӑк турӗ, пӗрне сӑмси шӑйрӑлнӑ вырӑна ҫыпӑҫтарса хучӗ, ыттисене, кайран улӑштарма тесе, кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Степанов сӗтел хушшинчен тухрӗ, аллине галифе шӑлавар кӗсйине чиксе, пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ, хӗр умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ывӑлӗ, Петӗр тетӗшӗ панӑ ҫыхха илсе, килне таврӑнчӗ, часах мӗн кирлине шпиль пӑтасемпе ҫапса лартрӗ, унтан, пысӑк ҫӑра ҫакса, питӗрсе илчӗ, уҫҫине, сӑмса тутрипе чӗркесе, шӑлавар кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр, икӗ аллине те шӑлавар кӗсйине чиксе, каллӗ-маллӗ утрӗ, лӑпсӑркка куҫ харшийӗсене выляткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан гимнастеркӑпа шӑлавар, атӑ тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей шӑлавар кӗсйинчен шӑрпӑк кӑларчӗ, сулахай аллине пӗр ывӑҫ ыраш улӑмӗ илсе, чӗртсе ячӗ. — пӗтӗм картиш ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шакла пуҫне укапа тӗрленӗ тӳпеттей, ҫине шалпар шурӑ кӗпепе хура шӑлавар, урине сарӑ атӑ тӑхӑннӑ мулла, пӗчӗк ҫеҫ шап-шурӑ сухалне сӑтӑркаласа: — Эй, алла… Эй, алла писмилля, — тесе мӑкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуҫне ҫар карттусӗ, ҫине китель, галифе шӑлавар, урисене ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан атӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малти ҫуна ҫинче фуфайкӑпа ваткӑллӑ шӑлавар ҫинчен комбинезон тӑхӑннӑ Михала ларса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вӑхӑт ҫук ман шӑлавар якатса ларма.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Апат ҫисен, вӑл юлашки юлнине шӑлавар кӗсйине чикрӗ, ҫӑл патне ӳпӗнсе, шыв ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй хура пиншак, шӑлавар тӑхӑннӑ, уринче атӑ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Мӑнкун чух вара сана хура шӑлавар ҫӗлетсе парӑпӑр…

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хура картуз, кӑвак пустав пиншакпа шӑлавар тӑхӑннӑ, аттипе шатлаттарса ҫӑмӑллӑн утса пырать.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара махоркине шӑлавар кӗсйине чикрӗ те лавккаран чинлӑн утса тухрӗ… уй хапхинелле танккарӗ.

— И, сунув пачку махорки в карман, чинно вышел из лавки, пошагал к околице.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урапа ҫӑвӗпе таҫта шӑлавар пӗҫҫи вӗҫне вараланӑ вӑл.

Вывозившийся в дегте, стыдливо взобрался на телегу, замолчал.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй те хитре тумланнӑ вӑл — хӗрлӗ пусма кӗпепе хура шӑлавар (Яка Илле парни).

Сам он тоже принарядился: в красной ситцевой рубахе, черных шароварах — подарок Илле.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

45 ҫулти хӗрарӑм ӳсӗр арҫын ҫывӑрса кайсан шӑлавар кӗсйинчен 2 пин тенкӗ кӑларса илнӗ.

После того, как пьяный мужчина заснул, 45-летняя женщина вынула из кармана брюк 2 тысячи рублей.

Кӗтӳҫ укҫине вӑрланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32744.html

Ҫав кун ҫутӑ кӑвак джинс шӑлавар, тӗттӗм кӑвак тӗслӗ футболка, сӑрӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

В тот день был одет в светло-голубые джинсы, темно-синюю футболку и серые кроссовки.

Мускава ӗҫлеме кайнӑ арҫын ҫухалнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32509.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех