Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывӗ (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Насус тикӗссӗн ӗҫлесе ларнӑ май вӑл тӑмлӑ шыва тӑранайми ӗҫет; шывӗ хӑй те, кунта йӑнӑшпа лекнине, вӑрах кӳлленсе тӑма юраманнине ӑнланса илнӗн, пыршӑ ҫӑварӗ патнелле таҫтан-таҫтан туртӑнать, юлашкинчен варинккеленсе, шарласа юха пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Диспетчер пӳрчӗ патне пухӑннӑ халӑх сасартӑк татӑлса кайнӑ пӗве шывӗ пек хускалчӗ те ҫывхаракан ҫамрӑксене хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шывӗ вӑл кӗрхи ҫанталӑкра дефицитлӑ япалах мар-ха, — ӳсӗркелерӗ аслӑ диспетчер.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫумӑр мар, мӑшкӑлтӑк шывӗ! — тесе хутӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Эппин, Иван Антонович, ГЭС шывӗ кунта ҫитиех хӑпарать-ха? — ыйтать тахӑшӗ сӑртран.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӑл шывӗ те тутлӑ мар теҫҫӗ кунта пурӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Шывӗ сивӗрех, ҫавӑнпа ӑна хӑнӑхас пулать.

Вода была прохладной, к ней нужно было привыкнуть.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Кайран Кӗҫӗн Ҫавал юхан шывӗ хӗрринче йӗркеленӗ «палатка хулине» куҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫарпа спорт вӑййисем виҫӗ куна пычӗҫ // Эмилия ТИМОФЕЕВА. http://kanashen.ru/2023/05/19/c%d0%b0%d1 ... b%d1%87ec/

Пире Акчелтен Елчӗке ҫуран ҫӳреме инҫех мар, Кӗҫӗн Пӑла юхан шывӗ урлӑ каҫмалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Аслӑ Таяпа ялӗнчи Таябинка юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсанӑ самант (март уйӑхӗ) Шуршу ялӗнчи Новая урама вак чулпа хытарнӑ (хакӗ — 569623 тенкӗ).

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Унӑн ашшӗ-амӑшӗ, Ункӑ шывӗ тӑрӑхӗнчи чӑвашсем, Сахмановсем, ҫавӑнта стройкӑра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫумӑр шывӗ капланса аниччен шырлантан ҫӗклесе кӑларса арман пӳртне ҫавӑтса килнӗ пулсан Якур ӳпки шӑнса пӑсӑлмастчӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Икӗ ҫын шавлӑн калаҫнӑ вӑхӑтра пӳрте кӗтмен ҫӗртен Арлашкин кӗчӗ, урайне плащ аркинчен ҫумӑр шывӗ тумлатса алӑк патӗнчех чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫирен тарӑн мар теҫҫӗ вырӑссем, мана та ҫурхи Выл шывӗ ҫавӑн пек туйӑнчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра Выл урлӑ чӑх та чиперех утса каҫӗ-ха, анчах ҫуркунне шывӗ тарӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Раҫҫей шывӗ», «Пирӗн кӳлӗсемпе юхан шывсене – таса ҫырансем» акцисен те ҫимӗҫӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне вӑранать, тӗрлӗ ӗҫ хушӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60606

Нева шывӗ ӑшне шӗвӗр шпиль шӑтарса кӗнӗ, Неван тип-тикӗс ҫийӗ — ытла та анлӑ, ирӗк!..

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вӑл чӑн та Йӑршшу шывӗ хӗрринче иртнӗ, каярахпа ӑна Иккасси ҫыннисем туянса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Куҫ умӗнче кӗҫех хӑю пек ансӑр Урпаш шывӗ йӑлтӑртатрӗ, сӑнарах тинкерсен ҫырма ҫумне йӑпшӑннӑ пӗчӗк Автанкасси курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавна аса илсе Караҫӑм пӗр хуран сухан хуппи шывӗ вӗретрӗ те унта тутӑр пысӑкӑш пир татӑкне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех