Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывсенче (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юнлӑ шывсем юхӗҫ, — пӗр пек саспа вулать суккӑр, — вӑл шывсенче этем йӑхӗн тӑшманӗ антӑхса вилӗ.

— Кровавые реки прольются, — монотонно читает слепец, — и в тех реках захлебнется враг рода человеческого.

6 // .

Анчах кунти шывсенче мӑлатук-пулӑ пурӑнмасть.

Но здесь рыба-молот не водится.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

— Унти шывсенче, тен, эпир мӗнле те пулин карапа тӗл пулӑпӑр, ӑна ку таранччен тӗл пулманнинчен пит те тӗлӗнетӗп эпӗ…

 — Но я надеюсь встретить в тех водах какое-нибудь судно и даже очень удивлен, что этого еще не случилось…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // .

Н. Г. Гарин-Михайловскин «Детство Тёмы»; «Гимназистсем», «Студентсем», «Инженерсем» ятлӑ повеҫӗсене, тӗнче тавра ҫӳренӗ чух ҫырнӑ дневникӗсемпе хаклӑ йышши чулсенчен эрешлесе тунӑ пек йӑлкӑшакан «Корея юмахӗсене», нумай калавӗсемпе очеркӗсене Совет Союзӗнче те, ют ҫӗр-шывсенче те миллионшар ҫынсем савӑнса вулаҫҫӗ.

Повести Н. Г. Гарина-Михайловского «Детство Темы», «Гимназисты», «Студенты», «Инженеры», дневники, написанные им во время кругосветных путешествий, «Корейские сказки», как будто высеченные из драгоценных камней, многочисленные рассказы и очерки с удовольствием читают миллионы людей и в Советском Союзе, и за рубежом.

Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.

Анчах ҫак пуллӑн хӑйне уйрӑм пӗр паллӑ пур, ку паллӑ ҫӗр айӗнчи шывсенче пурӑнакан пулӑсен анчах тӗл пулать, теҫҫӗ.

Но этот экземпляр представляет собою особенность, которая, как говорят, встречается только у рыбы в подземных водах.

XXXII сыпӑк // .

Мӗншӗн-ха вара ҫак шывсенче ку таранччен эпир курман пӗр-пӗр урӑхла йышши пулӑсем пурӑнма пултараймӗҫ? — терӗм.

Но почему же в этих водах не может быть каких-нибудь рыб неизвестного до сих пор вида?

XXXI сыпӑк // .

Вӑл лупашкасенчи шывсенче, кантӑк ванчӑкӗсенче, Сашӑн куҫлӑхӗнче ялтӑртатать.

Она отражалась в лужах, и разбитых стеклах, и в Сашиных очках.

1945-мӗш ҫул // .

Тепӗр енчен эпӗ Глазгона ҫитсен, «Британин» маршручӗ ҫинчен ыйтса пӗлетӗп, вара вӑл унти шывсенче пулни пулманни пире паллӑ пулӗ.

Впрочем, я непременно наведу справки в Глазго о том, куда направлялась «Британия», тогда мы наверняка будем знать, могла ли она очутиться в тех водах.

Иккӗмӗш сыпӑк // .

— Кунти шывсенче акула-и? — терӗ ӗненмесӗртерех Гленарван.

— Акула — в здешних водах! — воскликнул лорд Гленарван.

Пӗрремӗш сыпӑк // .

Ҫав ҫитменлӗхрен, шухӑш-кӑмӑл тивӗҫлӗхӗ енчен илсен, икӗ майпа ҫеҫ хӑтӑлма пулать: ҫын Али-Паша Янинский, Джеззар-Паша Сирийский, Мегемет-Али Египетский евӗр калама ҫук путсӗр, чӑтма ҫук ултавҫӑ пулсан — вӗсем Европа дипломачӗсене тата Аслӑ Наполеона (Джеззар) хӑйне те пӗчӗк ачасене улталанӑ пек улталанӑ, улталаса ҫав тери вӑйланса кайнӑ, вӑл вӑйланса кайнине пула ҫыннӑн пӗр лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлне те: каппайлӑхне те, хӑйне хисеплеттерме юратнине те, хӑй пуҫ пулса тӑрассине юратнине те, хӑйне хӑй юратнине те, нимӗне те хускатма ҫук; анчах ҫакӑн пек улталакан геройсем питӗ сахал, Европа ҫӗршывӗсенче вӗсем ҫукпа пӗрех, ҫак ҫӗр-шывсенче ҫав тери ӑста путсӗрлӗхе ҫыннӑн нумай лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлӗсем пӑсса тӑраҫҫӗ.

От него есть избавленье только в двух крайних сортах нравственного достоинства: или в том, когда человек уже трансцендентальный негодяй, восьмое чудо света плутовской виртуозности, вроде Али-паши Янинского, Джеззар-паши Сирийского, Мегемет-Али Египетского, которые проводили европейских дипломатов и (Джеззар) самого Наполеона Великого так легко, как детей, когда мошенничество наросло на человеке такою абсолютно прочною бронею, сквозь которую нельзя пробраться ни до какой человеческой слабости: ни до амбиции, ни до честолюбия, ни до властолюбия, ни до самолюбия, ни до чего; но таких героев мошенничества чрезвычайно мало, почти что не попадается в европейских землях, где виртуозность негодяйства уже портится многими человеческими слабостями.

VII // .

Мӗншӗн тесен Раҫҫее ют ҫӗр-шывсенче йӳнӗрех хакпа туса илнӗ продукци каплансах килет.

Потому, что в Россию по дешевой цене поступает заграничная продукция.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех