Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Эй Турӑ, ҫӑлсамччӗ мана: шывсем чунӑм патнех ҫитрӗҫ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ хулине, Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ килне, юхса выртан шывсем савӑнтараҫҫӗ.5. Речные потоки веселят град Божий, святое жилище Всевышнего.
Пс 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Санӑн тӳрӗлӗхӳ — Турӑ тӑвӗсем пек, Санӑн сутусем — тӗпсӗр шывсем пек!7. Правда Твоя, как горы Божии, и судьбы Твои - бездна великая!
Пс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа кирек хӑш тӳрӗ ҫын та йывӑр вӑхӑтра Сана кӗлтӑвӗ, вара сарӑлса кайнӑ пысӑк шывсем ун патне ҫитеймӗҫ.
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа сасси — шывсем ҫийӗнче; кӗмсӗртетет мухтавлӑх Турри, Ҫӳлхуҫа — аслӑ шывсем ҫийӗнче.3. Глас Господень над водами; Бог славы возгремел, Господь над водами многими.
Пс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑншӑн мӑйкӑча ҫакланнӑ та эсӗ, пӗр кӗтмен ҫӗртен сана сехмет ҫапса хуҫнӑ: 11. ҫак сӗмлӗхре эсӗ нимӗн те курмастӑн, сана шывсем хупласа хунӑ.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах манӑн тӑванӑмсем юхӑм шыв пек шанчӑксӑр, хӑвӑрт юхакан шывсем пек улшӑнса тӑраҫҫӗ; 16. пӑр кайнӑ чухне ҫав шывсем пӑтранаҫҫӗ, юр ирӗлсессӗн кӗрлесе юхаҫҫӗ; 17. ҫанталӑк ӑшӑтсассӑн — чакаҫҫӗ, шӑрӑх вӑхӑтра типсех лараҫҫӗ.
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унтан Гудгод патне, Гудгодран вара юхӑм шывсем юхакан Иотвафа теекен вырӑна кайрӑмӑр.7. Оттуда отправились в Гудгод, из Гудгода в Иотвафу, в землю, где потоки вод.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сана ырӑ ҫӗре — шывсем юхса выртакан, айлӑмсенче кӳлӗсем сарӑлса выртакан, тусенчен ҫӑлкуҫӗсем тапса тӑракан ҫӗре — илсе каять, 8. [унта] ҫав ҫӗршывра — тулӑ, урпа, иҫӗм, смоква тата нар йывӑҫҫисем, ҫав ҫӗршывра — ҫу йывӑҫҫисем тата пыл, 9. унта хӑвӑн ҫӑкӑрна ытлӑн-ҫитлӗн ҫийӗн, унта ҫитменлӗх мӗнне пӗлмӗн, унти чулра тимӗр тупӑн, унти тусенчен пӑхӑр ката-ката кӑларӑн.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.