Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗ (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн коллективра ӗҫлекенсен пӗрлехи шучӗ хальлӗхе уҫнӑ чухнехи пекех юлать-ха, - тет Евгения Андрияновна.

— Общее количество работающих в нашем коллективе пока остается таким же, как было первоначально при открытии, — говорит Евгения Андрияновна.

Вӑр-вар ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... le-3380278

1-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссен шучӗ 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 40 единица таран пулӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — резервра.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта транспорт реформине хатӗрленеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35599.html

4. Тепӗр ушкӑнри текстсем 301 *В сюжетпа пӗрлешеҫҫӗ (вӗсен шучӗ саккӑр): «Туй Тупала», «Иван паттӑр», «Виҫӗ паттӑр», «Чимантей Попповӗч», «Виҫӗ паттӑр: Ҫип, Ту, Йӑвӑҫ», «Метвет Попович», «Туя паттӑр», «Ҫӑпан паттӑр».

4. Тексты в этой группе объединяются сюжетом 301 *В (их восемь): «Туй Тубала», «Иван-батыр», «Три батыра», «Чимандей Попович», «Три батыра: Сип, Ту, Йывысь», «Медведь Попович», «Туя-батыр», «Сибанбатыр».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ку йышши текстсен шучӗ — вун иккӗ, вӗсем 301 А (виҫӗ патшалӑх: ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр) сюжетпа пӗрлешеҫҫӗ.

Основной мотив в них такой: батыр, спустившись в земную дыру, оказывается в подземном царстве и сражается с Чиге-стариком (со змеем, с медным / белым медведем и др.).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

2. 300 *В (кӗпер ҫинчи ҫапӑҫу) сюжетпа пӗрлешекен юмахсен шучӗ тӑххӑр: [«Иван Иванычпа тусӗсем»], [«Иван»], «Иван Суволов», «Ылтӑн ҫурт», «Утмӑл ывӑл», «Хӗвелпе уйӑха хӑтарни», «Мишшӑ Сухарин», «Вархонь ҫӗленсемпе ҫапӑҫни», «Виҫӗ паттӑр ҫинчен».

2. Девять сказок связаны сюжетом под номером 300 *В (бой на Калиновом мосту): [«Иван Иваныч и его друзья»], [«Иван»], «Иван Суволов», «Золотой дом», «Шестьдесят сыновей», «Сказание об освобождении Солнца и Луны», «Миша Сухарин», «О сражении Вархоня со змеями», «Сказка о трех батырах».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Шел пулин те, чӑвашран тухнӑ, анчах хӑйӗн чӗлхипе вулама-ҫырма пӗлменнисен шучӗ пирӗн хушӑра ӳссех пырать.

Число не умеющих читать и писать по-чувашски в среде соплеменников, к большому сожалению, растет.

Редколлегирен // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 4с.

Спортӑн базӑллӑ тӗсӗсен шучӗ виҫӗ ҫул хушшинче икӗ хут ӳсрӗ: 13-рен 25 ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Паян ҫав синкерлӗ тата йывӑр кунсен чӗрӗ свидетелӗсен шучӗ палӑрмаллах чаксан ҫеҫ вӗсем тӗлӗшпе хамӑр шухӑшлава ылмаштартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Куратпӑр ӗнтӗ, хальхи вӑхӑтра вирус тепӗр хут вӑй илме, чирлӗ ҫынсен шучӗ ӳсме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Пурнӑҫран уйрӑлакансен шучӗ маларахри ҫулсенчи пекех пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

2017 ҫулта 6 проект пурнӑҫланӑ пулсан, 2022 ҫулта вӗсен шучӗ 50-а ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Маларахри ҫулсемпе танлаштарсан музея ҫӳрекенсен шучӗ 8 % ытла ӳснӗ, экскурсисен ӳсӗмӗ – 38%.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Харпӑр хӑйшӗн ӗҫлекенсен шучӗ 242-е ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Районта 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 327 пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗ ӗҫлет (пӗлтӗр вӗсен шучӗ 323-пе танлашнӑ).

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Спортпа туслӑ ҫынсен, ҫемьесен, ӗҫ коллективӗсен шучӗ ӳссе пынине те каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Фабрика лартакан нумай хутлӑ ҫуртсен шучӗ ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

«Арҫын шучӗ ӳсрӗ, пӗтмӗ Суратовсен йышӗнче суха ҫынни, алӑран ямӑпӑр тӗнчене тӑрантаракан ака-сухана», тесе шавлатчӗҫ вӗсем пӗрле пулнӑ самантсенче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

— Эхер те ҫӗнӗ столовӑйсене хальтерех ӗҫе кӗртеймесен, тата та пысӑкрах чӑрмав курӑпӑр, мӗншӗн тесен строительсен йышӗ те, заводра ӗҫлекенсен шучӗ те ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗслӗхрен, пӗлтӗр ирттернӗ учет кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республикӑри сӑвӑрсен шучӗ - 18 225. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, чӗрчунсен йышӗ 14% ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутарстанра сӑвӑрсен хисепне шута илме пуҫлаҫҫӗ // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -ilme-pula

Вӗсен шучӗ тата та ӳсме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех