Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗ (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учитель-логопед пулӑшӑвӗ кирлӗ шкул ҫулне ҫитмен ачасен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать.

Из года в год растёт количество детей дошкольного возраста, которым необходима помощь учителя-логопеда.

Ача ача садӗнченех таса, хитре калаҫма пӗлмелле // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... le-3454144

Рейтинга ҫак кӑтартусем тӑрӑх палӑртнӑ: ҫӗр лаптӑкӗ, выльӑх-чӗрлӗх тата техника шучӗ, шалу шайӗ тата ӗҫлекенсен йышӗ, тупӑшлӑх, парӑм ҫукки.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Ун чухне ҫӗр ҫул урлӑ каҫнисен шучӗ 163 граждан кӑна пулнӑ.

Тогда более сотни лет было лишь 163 гражданам.

Япони нумай пурӑнакансен йышӗпе рекорд лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36057.html

Палӑртса хӑвармалла, нумай пурӑнакансен шучӗпе рекорда Хӗвел хӑпаракан ҫӗршыв ҫур ӗмӗр ытла хушши ҫӗнетсе пырать, ҫапах та унашкал граждансен шучӗ 90 пин кӑтарту урлӑ каҫни — пӗрремӗш хут.

Примечательно, что рекорд по количеству долгожителей Страна восходящего солнца побивает в течение более чем полувека, однако показатель в 90 тыс. граждан был достигнут впервые.

Япони нумай пурӑнакансен йышӗпе рекорд лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36057.html

2023 ҫул хушшинче ҫӗр ҫулхи юбилее уявланӑ ҫынсен шучӗ 1 428 ӳснӗ, вӑл шутра 88,5 процент — хӗрарӑмсем.

В течение 2023 года количество жителей, отпраздновавших столетний юбилей, возросло на 1428, при этом 88,5 процента приходится на женщин.

Япони нумай пурӑнакансен йышӗпе рекорд лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36057.html

Ӗмӗрхи чикӗ урлӑ каҫнӑ Япони гражданӗсен шучӗ паян 92 139 ҫынна ҫитет.

Количество граждан Японии, преодолевших вековой возрастной барьер, сегодня достигает 92 139.

Япони нумай пурӑнакансен йышӗпе рекорд лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36057.html

Шучӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсен шучӗ усмест те, чакмасть те…

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шучӗ те ҫук.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсен шучӗ 300 яхӑн ҫын шутланать.

Согласно данным МВД их насчитывается около 300 человек.

Мароккора нумай ҫын пурнӑҫне татнӑ пысӑк ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35977.html

Марокко ШӖМ-ӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр чӗтренӗвне пула вилнисен шучӗ хальхи вӑхӑтра 632 ҫынпа танлашать.

Как сообщает МВД Марокко, число жертв землетрясения на данный момент составляет 632 человека.

Мароккора нумай ҫын пурнӑҫне татнӑ пысӑк ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35977.html

Пӗтӗмпе кӑҫал ҫулсем ҫинче инкек пулнӑ тӗслӗхсем - 455, кӑтарту пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 13,8 процент пӗчӗкленнӗ, сусӑрланнӑ ҫынсен шучӗ 10,1 процент, вилнисен шучӗ 11,5 процент сахалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков Атӑлҫи федераци округӗнче пирӗн республикӑн кӑтартӑвӗсем япӑх маррине хыпарланӑ, ҫул ҫинче инкек пулнӑ тӗслӗхсен шучӗ ытти субъектсенчипе танлаштарсан сахал тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Мототранспортпа ҫӳрекенсен айӑпӗ пурри курӑнать, инкек пулнӑ тӗслӗхсен шучӗ 65,2 процент ӳсни те ҫакнах ҫирӗплетет тесе хыпарлаҫҫӗ ведомство ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Пирӗн ученӑйсен хисепӗн шайӗ, панӑ патентсен шучӗ ӳсет.

Растёт уровень цитируемости наших ученых, число выданных патентов.

Радий Хабиров Еврази НОЦ ҫуртне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлени ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/v-rent/2023-09-0 ... rn-3425087

Урӑхла каласан, туйсен шучӗ чакни ачасем сахалрах ҫурални ҫине те тӳрремӗн витӗм кӳрет.

То есть сокращение числа свадеб напрямую влияет на рождаемость.

Китайра ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрнӑ ҫамрӑксене 1 пин юань тӳлесе хавхалантарӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35948.html

Хуласенче те, ялсенче те пулса иртекен ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен шучӗ ҫулсеренех ӳссе пырать.

С каждым годом растет число дорожно - транспортных происшествий, происходящих как в городах, так и в сельской местности.

Михайловкӑри вӑтам шкулта ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен профилактики енӗпе калаҫу ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rn-3423127

Апла пулин те, ачасен шучӗ чакни вӗрентӗвӗн пахалӑхне те чакармаллине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Пӗрремӗш класа каякансен шучӗ те ҫулсерен чакса пырать.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Енчен те пӗлтӗр шкулсенче пурӗ 2874 ача пулнӑ пулсан, кӑҫал вӗсен шучӗ 2751 ачапа танлашмалла.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех