Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламасть (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ура хурас тесе никам та шутламасть, — ҫаплах лӑпкӑн та ҫирӗппӗн калаҫрӗ Григориу.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Апла пулсан, вӑл тырӑ пурпӗрех кӗлете кӗрессе, епле ҫанталӑк пулсан та, уй-хирти ӗҫ вӗҫленессе шанать, чакма, парӑнма шутламасть.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем патне ҫыру хыҫҫӑн ҫыру ҫырни те усӑсӑр иккен — нихӑшӗ те пулӑшма шутламасть.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тулаш енчен пӑхсан, ӑна никам та ҫавӑн пек хӗрарӑм тесе шутламасть ӗнтӗ, тӗрӗссипе вара питӗ нумай чухне йӑнӑшатӑн иккен…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл халь ман ҫинчен пачах та шутламасть, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Хӑйӗн туйне пӑснӑ хыҫҫӑн та, Чӗкеҫ наркӑмӑша пула вилнӗшӗн вӑл Урхана тавӑрма шутламасть, Пугачев утаманпа пӗрле ҫӗмӗрттерсе ҫӳренӗ хушӑра кӑна ӑна ярса илет.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Апла пулсан Полина паян-ыранах качча сиксе тухма шутламасть, ӗлкӗрӗпӗр-ха тӗл пулма», — лӑплантарчӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑлне шатӑртаттаркаласа илет-ха Пурис, анчах ӗҫ-пуҫ ҫапла ҫаврӑнса тухнӑшӑн айӑпне юлташӗсем ҫине ҫеҫ сулса, йӑвантарса, ҫилӗ вутне вӗсен еннелле ҫеҫ вашкӑрттарса, пӗрӗхтерсе, хӑй чавсине ҫыртма та шутламасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӑхатӑп, Надежда Константиновна ларнӑ та колхозниксемпе, совхоз рабочийӗсемпе калаҫать, пыма шутламасть те.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫапах та кунпа ҫеҫ тӑранма шутламасть Виктор Федорович.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумӗ тӑхӑннӑ ҫын Микула ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ те: — Эсир те, ҫамрӑк ҫын, уссӑрах чӗрре кӗме хӑтланатӑр! Ухмахпа ҫапӑҫмаҫҫӗ. Ухмахран кулаҫҫӗ кӑна. Тата чӑваш тенишӗн те хурланма кирлӗ мар. Национальноҫӗнчен вӑтанакан хӑйне ҫын тесе шутламасть. Эсир ҫын вӗт! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ватӑ осетин каялла каясси ҫинчен шутламасть те.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл паян ним ҫинчен те шутламасть.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пур пулсан та вӗсене хӑйӗнпе ӗҫсе ҫиме тивӗҫлӗ ҫын тесе шутламасть.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тата тепри вилме шутламасть пулӗ те ман ҫынсенчен?

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук иккен, вӑл ҫырури уйрӑм йӗркесем пирки чӗрре кӗме шутламасть.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан хӑра, вырӑс ҫарӗ Хусана ярса илме шутламасть.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ниҫта та каймасть, кайма та шутламасть.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн юратнӑ ҫыннине никама та пама шутламасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫерҫи ӑман таврашне апат тесе шутламасть, кураксем уйран, тракторсем сухаланӑ ҫӗртен ҫӗклесе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех