Шырав
Шырав ĕçĕ:
шутламанскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атӑ кӗлипе тапатӑн, ятлаҫасшӑн тата! — кӑшкӑрса ячӗ Сережа, аллине лексикон ярса тытрӗ те мӗскӗн ача пуҫӗ урлӑ сулса ячӗ; Иленька, хирӗҫ тӑма шутламанскер, аллипе пуҫне хупӑрларӗ кӑна.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗри вӑл — граф Милорадович пулнӑ — паттӑр, илемлӗ, ҫав тери хӑюллӑ, нимӗн ҫинчен те шутламанскер; Александр ӑна вунӑ хутчен парӑмсенчен хӑтарнӑ; кунпа пӗрлех вӑл хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗннӗ, укҫа шутне пӗлмесӗр тӑкнӑ, лӗпӗрти пулнӑ, тӗнчери чи ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗри пулса тӑнӑ, салтаксен идолӗ пулнӑ, пӗр саккуна та пӗлмесӗр, темиҫе ҫул хушши Петербурга тытса тӑнӑ, юлашкинчен, юри тенӗ пекех, ӑна Николай патша пулса тӑнӑ пӗрремӗш кунӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Одинцова ҫинчен аса илсенех, унӑн юнӗ хӗрсе кайнӑ; вӑл хӑйӗн юнне ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтернӗ пулӗччӗ, анчах ун ӑшне темӗскер, хӑй шутламанскер, яланах йӗкӗлтенӗскер, унӑн пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑхне тӗлӗнтерекенскер кӗрсе ларнӑ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Страницăсем:
- 1