Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малта, хула гвардийӗнчи мӑйӑхлӑ ҫынсем ҫывӑхӗнчех, ҫар костюмӗ тӑхӑннӑ шляхтич е шляхтич пек туйӑнакан ҫын курӑнать; вӑл хӑйӗн ҫине мӗнпур тумтирне пӗтӗмпех тӑхӑннӑ, хваттерӗнче унӑн ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпипе кивӗ атти кӑна юлнӑ пулӗ.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Икӗ шляхтича сӑнӑ ҫине ҫӗкленӗ ӗнтӗ Дегтяпенко, юлашкинчен парӑнасшӑн пулман виҫҫӗмӗш шляхтич ҫине тапӑннӑ.Двух уже шляхтичей поднял на копье Дёгтяренко, да напал наконец на неподатливого третьего.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ушкӑнри выҫӑ рыцарьсем ку япаласене тытас тесе хӑйсен ҫӗлӗкӗсене ҫӗклеҫҫӗ, пуҫӗпе таҫта ҫӳле тухса тӑракан мӗнле те пулин пысӑк шляхтич, ылттӑн тӗслӗ тӗксӗмленнӗ шнурсем ҫыхнӑскер тата шупкаланса кайнӑ хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑскер, вӑрӑм аллисемпе вӗсене ыттисенчен малтан ярса илет; алла ҫакланнӑ ҫимӗҫе чуптуса чӗри тӗлне тытса чӑмӑртать те, вара ҫӑварне хыпать.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Шляхтич хӑйӗн савнине йӑлтах каласа парать, ун мӗнпур сӑмахӗсем хыҫҫӑн нимӗн хушма та май ҫук..Он ей растолковал совершенно все, так что уже решительно не можно было ничего прибавить.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унта пурте тутлӑ япалана юратаҫҫӗ: шляхтич пичке хыҫҫӑн пилӗк ҫухрӑм таран чупӗ, ӑна шӑтарӗ те унтан ним те юхманнине курӗ, вара: жид пуш пичкене турттарса каяс ҫук, унта мӗн те пулин пур пулас, тейӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Эпӗ хам алӑпа ҫичӗ шляхтич вӗлертӗм, анчах пӗрин ҫинче те кун пек тумтир курмарӑм!»— Я семерых убил шляхтичей своею рукою, а такого убранства еще не видел ни на ком.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Эх, ҫакӑн пек чаплӑ тумтире ним тирпейлемесӗр хӑварчӗ!» терӗ умански куренныйӗ Бородатый; вӑл лашине хӑйсеннисенчен пӑрчӗ те Кукубенко вӗлернӗ шляхтич патнелле уттарса пычӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пансем йӗркеллӗ калаҫма тӑрсан, вӑл харкашнӑ, анчах чӑрсӑррӑн та лӳпперрӗн усал сӑмахсемпе вӑрҫакан хресченсене, — вӗсене ҫавӑншӑн чи тӳлек «шляхтич» та хӑлха чикки тыттарма пултарнӑ пулсан, — Макҫӑм пичче вара сӑмах та чӗнмен.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Тачка, хисеплӗ шляхтич, урапи ҫинчен анса, ҫывӑрса кайнӑ урисене ҫемҫеткелет, унтан «козаксене» яланах хӑйӗн лакпа сӑрланӑ сӑмсаллӑ шурӑ картузӗпе сулласа саламлать.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шыв леш енче ҫутӑ курӑнать, пӗрре сӳнес патнех ҫитет вӑл, тепре ҫавӑнтах козак аллине лекнӗ Польшӑри шляхтич чӗтренӗ пек шыв ҫинче йӑлтӑртатса илет.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ак ӗнтӗ уяр та сивӗ кун хӗрлӗ пӗсехеллӗ уйӑп, шукӑль тумланнӑ шляхтич пек, юр куписем ҫийӗпе уткаласа ҫӳренӗ май юр ӑшӗнчи тырӑ пӗрчисене сӑхкаласа илет, ача-пӑчасем пӑр ҫинче йывӑҫран тунӑ чӑмӑрккана пысӑк туйисемпе ҫапа-ҫапа хӑваласа ҫӳреҫҫӗ.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Итле-ха, ирсӗр шляхтич! — пат пӳлчӗ ӑна Половцев, унӑн сасси кӗтмен ҫӗртен халичченхи пекех ҫирӗп янӑрарӗ, команда панӑ чухнехи евӗрлӗ хӗрсе кайрӗ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1