Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрене (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫламӑшӗ ҫеҫ лайӑх унӑн, чӗрене уҫакан, куҫа курми тӑвакан савӑнӑҫ пуҫламӑшӗ…»

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тинӗс хумӗсемпе, тӑварлӑ хумсемпе, кӗрешсе чуна кантартӑм, киле таврӑнсан, чӗрене ыраттармалли ҫеҫ тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубов асӗнчен кӑна тухма пӗлмерӗ вӗҫӗмсӗр чӗрене ҫунтаракан хӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗрене пырса тиврӗ ак…

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗрене ан ыраттар, ывӑлӑм, тӗрӗсне кала.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл тӳмисем тӑрӑх пӳрнисемпе выляма пуҫласан чӗрене ҫупа сӗрнӗ тейӗн, сывлама та манатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗр ҫинче ҫӗрӗк тункатаран та чуна, чӗрене лӑпкакан ӑшӑ, вӑрттӑн ӑшӑ, тухать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Эпӗ вара каллех, ним сӑлтавсӑрах тенӗ пек, чӗрене хӗсекен туйӑмсем сӑрхӑнма пуҫланине туйса илтӗм.

И опять, бог весть почему, тяжело стало у меня на душе.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунсӑр пуҫне, чӗрене шӗкӗ ҫиет тейӗн, самаях пӑшӑрханма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ: манӑн лару-тӑру шутсӑр кӑткӑсчӗ, шыв пӗтнӗпе пӗрехчӗ, инкеклӗн анса ларни ырӑпа вӗҫленмессӗн туйӑнма пуҫланӑччӗ.

Мне было не по себе, положение становилось серьезным, воды почти не осталось, и я начал бояться, что моя вынужденная посадка плохо кончится.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Этем аса илӗвӗ кӑмӑллӑ, ҫепӗҫ, вӑл мӑкалать те чӗрене ытлашши хӑрушлах амантать.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӗрене тытса калатӑп, — Тихон Иванович пиншакне сирчӗ те хӑрах аллипе чӗри тӗлӗнчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗрене шар-р ҫурсах каять вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗрене ыраттараканни, хӗссе-пӑчӑртаса тӑраканни кашниннех пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак сасӑ чӗрене ҫурнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Айдаш сӑввисен лирикӑлла геройӗ пурнӑҫ ҫине тарӑннӑн пӑхма тӑрӑшать, хӑй кун-ҫулне этемлӗх кун-ҫулӗпе танлаштарса виҫет («Чӑнлӑх вучӗ», «Шӑпах тӑрса, тӑнлатӑн чӗрене» сӑвӑсем).

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Те поэт сӑмахне итлесе, те ун «мерчен тумламӗ» тумла-тумла чӗрене витернӗрен — эпӗ те лирикӑллӑ сӑвӑсем ҫырма пикентӗм вара.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Анчах чӗрене улталаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

«Чӗрене те кӑларса пама хатӗр эпӗ сана», — тесе калӗччӗ Кирилл Тоньӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӑна курнӑ хыҫҫӑн чӗрене вут хыпса илнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Часрах алшӑлли йӗпетсе упӑшкин пит-куҫне сӑтӑркаларӗ, пуҫӗ ҫине нӳрӗ тутӑр хучӗ, чӗрене лӑплантармалли эмел ӗҫтерчӗ, анчах лешӗ йӳҫӗ пирки Макар Кузьмич ӑна ҫавӑнтах сурса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех