Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрене (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аса илтӗм тени ытла тӗрӗсех те пулмарӗ-ха ку, мӗншӗн тесен Аликов сӑмахӗсем ман ӑшран самантлӑха та кайса пӗтмерӗҫ, чӗрене чӗпӗтсех тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫывӑх ҫынсем сивӗннинчен ытларах мӗн ыраттартӑр-ха чӗрене?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кун пирки, «йышлӑ ҫемьене тӑвӑрлатса пурӑнни» пирки, Улюк хӑех каҫӑн-ирӗн шухӑшлатчӗ пуль-ха, чӗрене пӗҫертекен вутлӑ шухӑшчӗ пуль-ха ку шухӑш.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакна курнипе чӗрене йӗп тӑрӑннӑн туйӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Паян кун та виҫӗ тӑхлан татӑкӗ ларать манӑн кӑкӑрта, сан сӑмахусем — тӑваттӑмӗш тӑхлан пулчӗҫ, чӗрене пырса тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анюк мар, урӑх ҫын ыйтнӑн туйӑнчӗ, ачаш та тунсӑхлӑ сасӑ чӗрене ӑшшӑн сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Тивӗҫлӗ пулсан, чӗрене ыраттарса тӑраканни пур пулсан, ма калас мар, ма пытарас?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ывӑннӑ комбайнер, кӑштах та пулин выртса канас, тӗлӗрсе илес вырӑнне, сӑвӑ калать; ӗҫ ӑнманран кӑмӑлсӑр комбайнер урӑх нимле те мар, сӑвӑ каласа хӑйӗн чунне ҫӗклентерет — ҫавӑнпа та чӗрене нихӑҫанхинчен ирӗклӗн, тарӑннӑн кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ пуль вӑл калакан сӑвӑсем, ҫавӑнпа итленӗҫемӗн итлес килет пуль вӗсене…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ман чӗрене урӑххи ыраттарать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗр ҫинче ытла та нӗрсӗр ҫынсем пур-ҫке, ҫавӑ тапхӑр-тапхӑр ман чӗрене ҫурӑлса каяслах ыраттарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вилӗ пытарасси чӗрене шарт хуҫать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

— Анчах ҫакӑн пек каҫсенче манӑн чӗрене темшӗн канӑҫ ҫукрах.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Сасартӑк инҫетре-инҫетре темӗнле ӑнланмалла мар, анчах чӗрене канӑҫ кӳрекен сасӑсем чӗлтӗртетсе илтӗнчӗҫ, вӑркӑш ҫил пит-куҫа ачашласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Мана кӑшт тунсӑхлӑ та, Христинӑпа Валя калаҫнине аса илсен, чӗрене тем хӗснӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ҫак кӗвӗ маншӑн, чӗрене вӑл чылай чух йывӑррӑн хӗссе илет пулин те, яланлӑхах чи ҫепӗҫ те чи хаклӑ кӗвӗ пулса юлчӗ, мӗншӗн тесен унпа эпӗ ҫӗнӗ ҫул ҫине тухнӑ тата вӑлах — манӑн малашнехи юрату пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Каҫхи шӑплӑхра шӗкӗсем кивелнӗ хыр пӗренисене шӑтӑрт-шӑтӑрт тутарса ҫиетчӗҫ, ҫавӑн пекех манӑн чӗрене те йывӑр-йывӑр шухӑшсем асаплӑн кӑшларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Йӗри-тавра сӗм тӗттӗм пулса кайрӗ, чӗрене темскер хыттӑн пӑчӑртаса илчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Халӗ акӑ мӗнпур асаилӳсенчен ҫӑра та сулхӑн, чӗрене пӑчӑртакан тунсӑх вӗрсе тӑрать, ун чухне — нимӗн те, нимӗн те ун пек япала пулман…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Вӗсене — Ульккапа Кирике — эс чӗрене тӑвар лармалӑхах тарӑхтартӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сиплерӗмӗр, тӳрлетрӗмӗр, чӗрене савӑнтаракан илемлӗ вырӑн турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех