Шырав
Шырав ĕçĕ:
Теприсем тата йӗлтӗрсене тыткалама та пӗлмеҫҫӗ: вӗсен е йӗлтӗр чӗнӗсем татӑлса каяҫҫӗ, е туйисем туха-туха ӳкеҫҫӗ, е тата йӗлтӗрӗсем аяккинелле чарӑлса каяҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Халтан кайнипе сулкаланатпӑр, йӗлтӗрсем те тӗмескесем ҫине пыра-пыра тирӗнеҫҫӗ, ҫурӑм хыҫне ҫакнӑ кутамкка чӗнӗсем хулпуҫҫисене кассах кӗреҫҫӗ, ҫывӑрас килнипе куҫ хупанкисем ҫыпҫӑнсах лараҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
(Мурилесшӗ, кутамка чӗнӗсем мӗн тери хулпуҫҫисене касаҫҫӗ).
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Кутамка чӗнӗсем касса кӗнипе хулпуҫҫисем те хытӑ сураҫҫӗ, урасем шыҫсах кайрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫурӑм хыҫне ҫакнӑ кутамка чӗнӗсем хулпуҫҫисене касса пыраҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫурӑм хыҫне ҫакнӑ сумкӑпа хулпуҫҫи урлӑ уртса янӑ винтовка чӗнӗсем хулпуҫҫине ыраттарман пулсан, пӗрехмай утса пынипе урасемпе хулсем ҫав териех ыратман пулсан, штабра шутланинчен те лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Кутамкка чӗнӗсем унӑн хулпуҫҫине каялла туртса лартнӑ, ҫанни ҫинче хӗрлӗ пурҫӑн якӑр ҫутӑлса тӑрать, тюбетейка айӗнчен хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑрки курӑнать.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ашшӗ ҫав тери хӑвӑрт ҫаврӑннипе унӑн портупея чӗнӗсем чӗриклетсе илчӗҫ.
VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ури хӑй чиперех, чӗнӗсем ҫеҫ татӑлса ӳкнӗ, анчах мана вӑл вӑрӑмрах, Джима кӗскерех.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Темиҫе татӑкран сыпса ҫӗленӗ сарлака пичев чӗнӗсем кӑртах туртӑнса карӑнчӗҫ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн питҫӑмартийӗ, сухалне хырнӑ чух пӗр тӗлтен кастарса типсе ларнӑ ҫӗвӗклӗскер, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех хӗрелсе кайрӗ — Мӗншӗн йӗнер чӗнӗсем таса мар?
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий аллинчен йӑплак тевӗш чӗнӗсем темиҫе хутчен вӗҫерӗне-вӗҫерӗне кайрӗҫ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсем аппӑшӗпе иккӗшӗ нумаях пулмасть ҫуллахи каникула таврӑннӑ та, Владимирӗ, яланхи пекех, килнӗ-килменех арман пӑхма, ҫӑнӑх тусанӗпе вараланса пӗтнӗ ҫынсен ушкӑнне хутшӑнса калаҫма, валексемпе шестернесем пӗр виҫеллӗн кӗрлесе тӑнине тата урапа чӗнӗсем шӑвӑнса чӑшӑлтатнине итлеме тухса кайрӗ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Йӗнерӗ мӑйӗ ҫинех куҫса ларнӑ, татӑлса кайнӑ ӑмӑрлӑх чӗнӗсем ҫӗре ҫити усӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем лаша чӗрнисен хура-хӑмӑр ҫаврашкисене перӗнкелесе илеҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1