Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑрканнӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ай-ай, ҫӗр вӑрӑм-ҫке!» — тенӗ Ваҫили Андрейч, сивӗ пирки ҫан-ҫурӑмӗ сӑрласа кайнине сиссе; каллех тумтирне тӳмелесе чӑрканнӑ та, ир пуличчен чӑтас тесе, ҫуна кӗтессинерех пӑчӑрӑнса ларнӑ.

«Ох, длинна ночь!» — подумал Василий Андреич, чувствуя, как мороз пробежал ему по спине, и, застегнувшись опять и укрывшись, он прижался к углу саней, собираясь терпеливо ждать.

VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ҫулӑмпа чӑрканнӑ тӗтӗм, таткалана-таткалана, таврана хӑмӑрлатса, пӗлӗте ҫӗкленчӗ.

разрастались, принимая различные формы, поднимались.

24 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫав утиялпа чӑрканнӑ ҫулҫӳревҫӗ ҫулталӑкӑн кирек мӗнле вӑхӑтӗнче пулсан та, ҫӗре уҫӑ пӗлӗт айӗнче те калама ҫук аван ирттерсе ярать.

Путешественник, закутавшийся в такое одеяло, безнаказанно может ночевать под открытым небом во всякое время года.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Виҫӗ ҫул ӗлӗкрех, пӗрре хӗллехи каҫ станца пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ кӗнеке ҫине йӗрсем туса ларнӑ, унӑн хӗре пӳлӗмре кӗпе ҫӗленӗ, ҫав вӑхӑтра тройка килсе чарӑннӑ та, черкес ҫӗлӗкӗпе, салтак шинелӗпе, шаль тутӑрпа чӑрканнӑ пӗр ҫын пӳрте кӗрсе лашасем ыйтнӑ, анчах лашасене вӑл вӑхӑтра пурне те ярса пӗтернӗ пулнӑ.

Три года тому назад, однажды, в зимний вечер, когда смотритель разлиневывал новую книгу, а дочь его за перегородкой шила себе платье, тройка подъехала, и проезжий в черкесской шапке, в военной шинели, окутанный шалью, вошел в комнату, требуя лошадей, но лошади все были в разгоне.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех