Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку таранччен вӑл ҫураласса систерекен уйрӑм ҫынсем кӑна пулнӑ; вӗсем питӗ сайра пулнӑ, сайра пулнӑ пирки пӗччен те вӑйсӑр пулнӑ, ҫавна пула нимӗн ӗҫлемесӗр е кулянса пурӑннӑ, е ытлашши савӑннӑ, пулас ҫук япаласем ҫинчен шухӑшланӑ, тем те пӗр ӗмӗтленнӗ, урӑхла каласан, вӗсен ҫак типӑн тӗп палли пулман, практикӑра тӗплӗн шухӑшласа пӑхса, яланах пӗр пек ӗҫлеме, ӗҫленӗ чухне пуҫпа шухӑшласа пӑхма пултарайман.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сывланӑ чухне кӑкӑр яланах вӗри, ун чухне вӑл сана нихҫан та улталас ҫук, — ун ҫине хӑвӑр пуҫӑра хӑюллӑн хума пултаратӑр, ун ҫинче канма пулать.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопуховӑн ун чухне пӗр йӗрке пулнӑ: хӗрарӑмсемсӗр пуҫне никам умӗнче те пӑрӑнмастӑп; пӗр-пӗрне хулпуҫҫисемпе сӗртӗнеҫҫӗ; лешӗ кӑшт ҫаврӑнать те: «Этем мар эсӗ, выльӑх», тет, татах малалла вӗрентме хатӗрленет, анчах Лопухов ун еннелле ҫаврӑнать те ӑна ҫавӑрса илсе канава туртса антарать, питӗ асӑрханса вырттарать ӑна вӑл, вара калать: «Эсӗ ан сиккелен, атту пылчӑк тарӑнрах ҫӗре сӗтӗрсе кӗретӗп», — тет.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсановӑн урӑхла пулнӑ: нимӗҫле вӑл, Лопухов французла вӗреннӗ пекех, тӗрлӗ кӗнекесем тӑрӑх словарьпе вӗреннӗ, французла вара словарьпе, пӗр кӗнеке тӑрӑх кӑна вӗренсе ҫитнӗ; евангели — питӗ паллӑ кӗнеке; вӑл Женевӑра куҫарса кӑларнӑ «Ҫӗнӗ завета» тупнӑ та ӑна сакӑр хут вуласа тухнӑ; тӑххӑрмӗш хут вуланӑ чухне пурне те ӑнланнӑ, — апла пулсан, хатӗр.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов мӗн ҫамрӑкранах, ачаранах темелле, хӑй валли хӑй укҫа тупнӑ; Кирсанов вуникӗ ҫултан пуҫласа ашшӗне хутсем куҫарса ҫырма пулӑшнӑ, гимназин IV-мӗш класӗнче вӗреннӗ чухне вӑл та уроксем пама пуҫланӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне ӑна унӑн чи ҫывӑх тусӗнчен уйӑрса пачах расна ҫырса кӑтартма мана йывӑр пулчӗ, ун ҫинчен каланӑ чухне эпӗ Кирсанов ҫинчен халӗ тепӗр хут каламаллисӗр пуҫне урӑх нимӗн калама та пӗлмерӗм.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл вара хӑйӗн кулленхи ӗҫне тума кайрӗ; каҫпа, чей ӗҫнӗ чухне, чир йӑлтах иртсе кайнӑ пек туйӑнать, терӗ, анчах тепӗр кунне ирхине майӑн кӑштах килте лармалла пулать, терӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пурте пулчӗ кунта: 16 мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, 12 мӑшӑрӑн та, пӗр кадриле ташланӑ чухне тата 20 мӑшӑр ташларӗ; тытмалла вылярӗҫ, 22 мӑшӑрӑн та пулӗ, йывӑҫсем хушшинче виҫӗ чуччу туса лартрӗҫ, каннӑ хушӑра чей ӗҫрӗҫ, апатланчӗҫ; халӑхӑн ҫурри пулӗ, пӗр ҫур сехете яхӑн, — ҫук, сахалтарах, чылай сахалтарах, — Дмитрий Сергеичпа икӗ студент тавлашнине итлерӗ, вӗсем Лопуховӑн чи ҫамрӑк юлташӗсенчен чи ҫывӑх тусӗсем шутланатчӗҫ; вӗсем пӗр-пӗрне эсӗ консеквентнӑй мар, сан модерантизм тата буржуалла туйӑм пур тесе хӑратрӗҫ; анчах, уйрӑммӑн илсен, вӗсен кашниннех расна ҫылӑх та тупӑнчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑн ҫинчен пӗлсен, мастерскойра ӗҫлекенсем питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ: Вера Павловна ытти чухнехинчен те хаваслӑрах пулать ӗнтӗ, тата уҫӑлса ҫӳренӗ чухне уйрӑмах, уйрӑмах хаваслӑ пуласса кӗтмелле.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмах майӗн каласан, юрлани вӑл, хӑш чухне ашкӑнмасӑрах иртмест пулин те, ухмахланса ашкӑнниех мар ӗнтӗ; ытларах Вера Павловна ним ашкӑнмасӑр юрлать, хӑш чухне, юрламасӑр фортепьяно каланӑ чухне те, ашкӑнмасӑр калать, итлекенсем ун чухне шӑпӑрт итлесе лараҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Урӑхла каласан, ашкӑнман чухне вӑл хӑйне ҫавӑн пек тыткалать, анчах вӑл, тӗрӗссипе каласан, ытларах чупать, вылять, вӗсем вара ҫав тери хавасланаҫҫӗ, чупса-сиксе ҫӳреҫҫӗ, вальс ташлаҫҫӗ, нумайччен чупаҫҫӗ, фортепьяно нумай калаҫҫӗ, нумай пакӑлтатаҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, пуринчен ытла юрлаҫҫӗ: анчах чупса ҫӳрени, ахӑлтатса кулни, — пурте ҫак ҫамрӑксене Вера Павловнӑна чунтан-чӗререн, ҫав тери хытӑ юратма, хисеплеме чӑрмантарман, ӑна вӗсем аслӑ аппӑшне юратнӑ пек юратнӑ, хӑш чухне амӑшне, лайӑх амӑшне те, ӑна юратнӑ чухлӗ юратмаҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна вӗсене хӑйӗн аллине те ним вӑтанмасӑр чуптутарать, хӑйне вӑл вӗсемпе чухне вӗсенчен вун-пилӗк ҫул аслӑрах пулнӑ пек тыткалать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку вӑл никам та ҫук чухне.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ Вера Павловна, хӑш чухне чылаях нумай, пӗр-икӗ сехетченех ӗҫлет, вулать, вуласа ывӑнсан, фортепьяно каласа канать, — рояль ун пӳлӗмӗнче ларать, рояле нумай пулмасть илнӗ, унччен хӑйсен рояль пулман.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каҫпа никам та ҫук пулсан, чей ӗҫнӗ чухне каллех савнӑ тусне каласа кӑтартать, пӗр ҫур сехет хушши варринчи пӳлӗмре лараҫҫӗ, унтан «сывӑ пул, савнӑ тусӑм», чуптӑваҫҫӗ те ыранччен, чей ӗҫме вӑхӑт ҫитиччен, уйрӑлса каяҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Вера Павловна пӗр вунӑ-вунпилӗк минут савнӑ тусӗпе ларать, унтан «сывӑ пул» тет те, вӗсем вара хӑйсен пӳлӗмӗсене саланаҫҫӗ, Вера Павловна каллех хӑй кравачӗ ҫинче вуласа, ачашланса выртать; час-часах тата ҫывӑрать те, питӗ час-час, кунне пӗр сехет — сехет ҫурӑ яхӑн ҫывӑрать, — ку вӑл лайӑхах мар ӗнтӗ, анчах Вера Павловна апат хыҫҫӑн, ыйхӑ килнӗ чухне, ҫывӑрать, ыйхӑ килнине юратать те вӑл, ҫакӑншӑн ӑна пӗртте намӑс мар, ҫакӑншӑн вӑл пӗртте ӳкӗнмест.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апат ҫинӗ чухне час-часах кам та пулин пулать: пӗр ҫын, нумай пулсан — иккӗн — икӗ ҫынтан ытла юрамасть; иккӗн ҫинӗ чухне те ӗҫ пурах, апат ҫиттӗр тесен, ҫӗнӗрен хатӗрлемелле.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ вӑл чей ӗҫме тухать те, упӑшкине ыталаса илсе: «епле ҫывӑртӑн, савнӑ тусӑм?» тет, чей ӗҫнӗ хушӑра ӑна тӗрлӗ ӑҫтиҫуксем ҫинчен тата кирлӗ япаласем ҫинчен те каласа кӑтартать; сӑмах майӗн каласан, Вера Павловна, — ҫук, Верочка: вӑл ирхине чей ӗҫнӗ чухне те Верочка-ха, — чей ӗҫнинчен ытларах хӑйма ӗҫет: чей кунта ячӗшӗн ҫеҫ, чей куркинче вара ҫурри ытла хӑйма; вӑл хӑймана та ҫав тери юратать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерскойри хӗрсене Вера Павловна пӗррехинче кӑна вӗсемшӗн ҫепӗҫ пулман пек туйӑнчӗ: качча тухнӑ чухне пӗр хӗр ӑна хӑйӗн хӑйматлӑх амӑшӗ пулма ыйтрӗ, анчах Вера Павловна килӗшмерӗ, унтан тепри ыйтрӗ, — вӑл каллех килӗшмерӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑш чухне унӑн савӑнӑҫне йывӑр хуйхӑсем хуплаҫҫӗ пулсан, вӗсем вырӑнне унӑн хуйхӑсенчен часрах тӗл пулакан уйрӑмах хаваслӑ кунсем ҫуралаҫҫӗ; акӑ пӗр е тепӗр хӗрӗн шӑллӗне е йӑмӑкне питӗ лайӑх вырнаҫтарма май пур; виҫҫӗмӗш ҫулта икӗ хӗр килти учитель пулма экзамен тытрӗҫ, — епле телей пулчӗ вӑл вӗсемшӗн!