Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ хӑвӑн чурупа калаҫнӑ пек калаҫатӑн.
LХХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
39. Анчах халӗ Эсӗ ӑна тӗртсе ятӑн, кӗҫӗне хӑвартӑн, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна ҫилленсе ҫитрӗн; 40. Хӑвӑн чурупа хывнӑ халала уямарӑн, унӑн пуҫкӑшӑльне ҫӗре пӑрахрӑн; 41. унӑн хӳмисене йӑлтах ишсе антартӑн, тӗреклетнӗ хулисене ишӗлчӗк купи туса хӑвартӑн.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; илтсемччӗ Хӑв пурӑнакан вырӑнтан, тӳперен, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ!
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Санӑн чурупа Санӑн Израиль халӑхӗ ҫак вырӑнта кӗлтунӑ чухне вӗсем епле йӑлӑннине илтсемччӗ; Хӑв пурӑнакан вырӑнта, тӳпере, илтсемччӗ, илтсемччӗ те хӗрхенсемччӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Авессалом патша патне пынӑ та каланӑ: акӑ паян санӑн чуру патӗнче сурӑх ҫӑмӗ касаҫҫӗ; патшапа унӑн тарҫисем пыччӑрччӗ чурупа пӗрле, тенӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ вара хӑвӑн чуруна ырӑ тусам, — эсӗ хӑвӑн чурупа Ҫӳлхуҫа умӗнче килӗшӳ тусаччӗ, — манӑн мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн, вӗлер мана; мӗншӗн-ха санӑн мана хӑвӑн аҫу патне илсе каймалла? тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑв туса илнӗ тырпулӑн, эрехӗн, йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхун малтанхи пӑрӑвӗпе вак выльӑхун малтанхи путекне, сӑмах панипе кӳрекен парнӳсене, ху кӑмӑлупа кӳрекен парнӳсене, хӑвӑн аллупа ҫӗклентерсе кӳмелли парнӳсене санӑн хӑвӑн килӳнте ҫиме юрамасть; 18. ҫакна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илекен вырӑнта, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ҫеҫ] ҫи — ху та, ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чурупа хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та [ютран килнӗ ҫын та] — пурте ҫийӗр, хӑвӑн аллупа мӗн тума пултарнишӗн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче хӗпӗртесе савӑнӑр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Моисей Ҫӳлхуҫа Турра каланӑ: эй Турӑҫӑм! эпӗ калаҫма ӑста ҫын мар, ӗнер те, виҫӗмкун та, Эсӗ Хӑвӑн чурупа калаҫма пуҫланӑ чухне те ҫавнашкалччӗ: эпӗ такӑнчӑклӑ калаҫатӑп, эпӗ селӗп, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1