Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупнӑ (тĕпĕ: чуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫсерен вӑл, ял-йыш ҫывӑрса кайсан, хӑйсен ялне чупнӑ, ял активисчӗсен килӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗрте-тӗрте ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Вӗҫетӗп! — пӗр сӑмахпа килӗшрӗ те Тимаҫ, чупнӑ пекех васкаса, каялла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур Кӗтерука аллинчен ҫавӑтса чупнӑ май: «Эй, ырӑ туррӑмӑр, хӗре вилӗмле хӑрушлӑхран ҫӑлса, чӗрине ман майлӑ ҫавӑрас телее эсех ярса патӑн-и тен! Ку телейпе усӑ курмасан, урӑх нихҫан та кунашкал май килес ҫук», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чупнӑ, нумай каччӑ чупнӑ ман хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан пурте чупнӑ пек хӑвӑрт малалла утса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Гури хӗрпе Сергее алӑ пачӗ, каялла ҫаврӑнса, чупнӑ пекех васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье тӳрех кумӑш патне чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗ чупнӑ пекех васкаса утнине курсан савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чее хӑтланнӑ ҫав таркӑнсем: крепоҫрен тӳрех ут кӗтӗвне чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан сӑртра, кремль хӳттинче ӗҫкӗ ӗҫсе, шавласа ларакансем еннелле тепре пӑхса илчӗ те утнӑ ҫӗрте утса, чупнӑ ҫӗрте чупса кремльтен хӗвел анӑҫ еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан тар, ан тар, эпӗ сана пурӗ пӗрех тытатӑп! — ҫухӑрашрӗ вӑл чупнӑ май каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Васкаса, утнӑ ҫӗрте утса, чупнӑ ҫӗрте чупса, тепрер сехетрен вӑрман хуралҫи пӳртне пырса кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Тискер» этем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 17–19 с.

Ҫинук лаша витисем еннелле тухакан чӳрече патне чупнӑ пекех хӑвӑрт ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Чупнӑ ӗнтӗ, хашкать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Плаки аппа, ҫавна курсанах, сехрине хӑпартса килелле чупнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шурӑ картузлӑ ҫын йӗнер ҫинче, лаши чупнӑ май, ҫӗкленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Наҫтиҫ малтан пӑвӑнса ӳкес мар тесе лашапа тан чупнӑ, тет, ывӑнса ҫитсен пӗтӗрӗнсе ӳкнӗ, ним пӗлми пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑҫта каймалла — кайнӑ (утнӑ, чупнӑ, ыткӑннӑ — мӗнле хушаҫҫӗ — ҫапла).

Шел, куда нужно было идти (шагал, бежал, кидался — словом, как приказывали).

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗрне ӑҫта та пулин кайма хушсан ун вырӑнне тепри тухса чупнӑ.

Пошлют кого-то зачем-нибудь — вместо него идет он или она.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яка Илле усламҫӑ Шупашкарта ҫамрӑк манашкӑсем хушшинче Савтепие курса палланӑ пулать те, Ухтиван паян ирхине ҫавӑнта тухса чупнӑ.

Ухтиван рано утром умчался в Чебоксары: Яга Илле сообщил ему, будто видел там Савдеби среди монашек.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех