Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӑма (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ӳ-ӳ» — татӑлса хурланчӗ вӑл, — халӗ кампа пусарса пурӑнас манӑн хамӑн чунӑма?

Куҫарса пулӑш

Вовӑн хулари тусӗсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Хамӑн чунӑма хускатас килмен, паллах, сана та чӑрмантарас килмен, манӑн Шелепиҫӗм.

Куҫарса пулӑш

VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Анне, ыйтатӑп, лӑплан, тархасшӑн, ан ҫур манӑн чунӑма.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ман чунӑма ҫутатса ӑшӑтакан уйӑхсенчен ҫӳлерех икӗ ҫӑлтӑр йӑлкӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

— Хӗвел ытла савӑнӑҫлӑн вӑй выляни те чунӑма хавассӑн пӑчӑртать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Эрхип, Эрхип, аттепе Ҫӗпритун чунӑма ҫирӗҫ. Тавӑр, тавӑр ҫавсене, Эрхип», — тесе макӑрать, тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлтуса тасалма чунӑма чӗрӗ хӑварӑрах…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сана чунӑма уҫса парасшӑн, хӗрӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Манӑн кӳтсе ҫитнӗ чунӑма кӑшт та пулин йӑпатӑр.

Не забудьте утешить меня в моей печали.

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫук… чунӑма итлекеннийӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Эпӗ сана хам чунӑма патӑм-и вара?

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

И-и, хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, ман чунӑма Шуйтана парас килмест:

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чунӑма ленчешкелентерсе, пӗр авӑк ӳт-тирӗме куҫа шартарса, ҫунтарса пӑхакан кӑнтӑр хӗвелӗпе хӗртсе, пиҫтерсе тӑтӑм, алла выляткаласа, карӑнса-тӑскаланса илтӗм, кукленҫи турӑм, вара, шыв патне ҫывхарса, урана Атӑла пусрӑм: сивӗрех те-ха…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хам та сиссе юлаймарӑм — темӗнле асамлӑ вӑй мана ҫав камера вырнаҫнӑ ҫурт хыҫнелле, йытӑсен чунӑма тарӑнах тапратнӑ, чун-чӗрере палламалла мар тӗрӗслӗх туйӑмне вӑратнӑ сассисем еннелле ҫавӑрса-пӗтӗрсе кӗртсе те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Уҫрӑн эсӗ манӑн тӑвӑлнӑ чунӑма, асамҫӑ эсӗ, маттур этем.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ халлӗхе хам юратнӑ ӗҫӗме — учитель ӗҫне, чӑваш музыкин культурине аталантарас ӗҫе пӗтӗм чунӑма, вӑй-халӑма паратӑп, — терӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тупӑш-и? — вӑл тупӑшшӑн эпӗ чунӑма сахал мар амантрӑм…

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Эпӗ, тӑванӑм, укҫашӑн чунӑма сутмастӑп! — терӗ те художник алӑк патнелле утрӗ, пальтине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӗлместӗп ӗнтӗ, темпе илӗртрӗ вӑл ман чунӑма, темпе тыткӑнларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чунӑма йӑлт пушатрӑм — Тунсӑх ҫеҫ чӗрере.

Куҫарса пулӑш

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех